Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире (унта хӗрарӑмсем лараҫҫӗ) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун пек кунсене тӗрмесенче йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ытти чухнехиллех вӑл айӑпланнисемпе вӗсен тӑванӗсене курнӑҫма май туса панӑ. Тӗлпулӑва пынисем тӗрмери условисем пирки ыйтса пӗлнӗ кӑна мар, вӗсене производство участокӗсене, столовӑя, айӑпланнӑ хӗрарӑмсем пурӑнакан общежитие илсе кайса кӑтартнӑ.
Тӗрмене лекнӗ ҫын унтан епле тухасси ҫавсен тӑванӗсенчен те нумай килет тесе шухӑшлаҫҫӗ айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем.
Сӑмах май каласан, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара ун пекрех курнӑҫӑва Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗнче ирттернӗччӗ. Унта та айӑпланнисен тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Вӗсем асӑннӑ Управленире ӗҫлекенсенчен хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Тав тӑвакансем те тупӑннӑччӗ. Пӗри, сӑмахран, хӑй ларнӑ вӑхӑтра тӗрмере услови урӑхла пулнине пӗлтерчӗ. Халӗ унта унӑн тӑванӗсен хӗрӗ тата ывӑлӗ лекнӗ-мӗн те, вӑл вӗсене курма кайса ҫӳренӗ май халӗ услови самай лайӑххине асӑнса хӑварчӗ. Сӑмах май каласан, вӑл: «Эпӗ айӑпшӑнах лартӑм-ха, манӑн тӑванӑн хӗрӗ айӑпсӑр ларать», — тесе хучӗ.