Экономика
![]() Кӗҫех Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнче пулӑ ӗрчетмелли ангар-бассейн уҫӑлмалла. Халӗ ҫав енпе ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Кун пирки вырӑнтисем хыпарлаҫҫӗ. Ӗнер унта сутлӑха кӑлармалли чӗрӗ пулӑ тытмалли уйрӑма тултарма тытӑннӑ. Апла тӑк ҫырма пуллине юраткансен вӑлта е сӗреке йӑтса кӳлӗ е юханшыв хӗррине кайса лармасан та. Ҫак эрнере бассейна уҫмалла. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() 2015 ҫулта Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурӑнмалли укҫан чи пӗчӗк виҫи 5771 тенкӗпе танлашӗ. Ку хисепе авӑнӑн 24-мӗшӗнче правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурӑнмалли укҫан чи пӗчӗк виҫине пенси фондне ҫитерӗҫ. Аса илтерер: кӑҫалхи 1-мӗш кварталти ку виҫе 5291 тенкӗпе танлашнӑ. Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗ 353 пин пенсионера, федераци ҫӑмӑллӑхӗпе усӑ куракан 108 пин ҫынна пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Инвестици форумӗнчи тӗлпулура Чӑваш Ен Севастопольпе, Ставрополь енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗнни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ. Килӗштерсе ӗҫлеме палӑртакан регионсен шутӗнче Севастополь хулипе Ставрополь енӗсӗр пуҫне Ямал-Ненецк автономи округне те асӑннӑччӗ. Хыпарта сӑмах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Сочи-2014» ятпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери инвестици форумне хутшӑнни пирки пынӑччӗ. Ӗҫлӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви промышленноҫ тата суту-илӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Крым Республикӑн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Аксенов суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ пурнӑҫ тата культура енчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки хут ҫырсах калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать. Килӗштерсе ӗҫлеме палӑртакан регионсен шутӗнче Севастополь хулипе Ставрополь енӗсӗр пуҫне Ямал-Ненецк автономи округӗ те пур. Маларах асӑннӑ пресс-служба Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче темиҫе предложенипе хыпарланинче асӑннӑ тӑрӑхсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусас шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пек ӗмӗт вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Сочи-2014» ятпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери инвестици форумне хутшӑннӑ май ҫуралнӑ темелле пулӗ. Ӗҫлӗ мероприяти паян иртет иккен. Унта Михаил Васильевич та пулӗ. Михаил Игнатьев «Раҫҫей Европӑпа Ази хушшинче, хальхи условири регионсен ҫӗнӗ политики» ларӑва хутшӑнӗ. Унта ҫӗршывӑн Правительствин Ертӳҫи Дмитрий Медведев тухса калаҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре «Стратеги-2030» ҫирӗплетӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл республикӑн 2020-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен йышӑннӑ стратегин тӑсӑмӗ пулмалла. Ӑна йышӑннӑ чухне «хальхи вӑхӑтри механизмсене» усӑ курма палӑртаҫҫӗ тата, паллах, ҫӗршывӑн правительстви йышӑнакан нормативлӑ актсене тӗпе хурӗҫ. Регионӑн тӗп тӗллевӗ ҫынсен пурнӑҫ условине тивӗҫлӗ туса парасси, вӗсене этем пек тата карьера енчен аталанма, Чӑваш Ене вара инновацилле экономикӑллӑ хӑтлӑ регион тӑвасси тесе палӑртнӑ. Ҫынсем те хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма пултараҫҫӗ. Калас тенине economy@cap.ru электрон адреспа «Стратеги-2030» тесе палӑртса ярса памалла. Вӗсене айккинелле сирсе хӑвармасса шантараҫҫӗ. Ҫынсем хускатнӑ ыйту хуравне е ун пирки мӗн шухӑшланине экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарта авӑнӑн 9-мӗшӗнче Леонид Черкесов Японири инвесторсемпе тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв усламҫисем Шупашкарпа паллашма килнӗ. Вӗсем кунта завод хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ. Инвесторсем Японири машиностроени валли кабель продукцине кӑларакан заводран килнӗ. Леонид Черкесовпа тӗл пулсан вӗсем Шупапашкарта ҫӗнӗ производство ярасси пирки калаҫнӑ. Малтанлӑха заводра 150–300 ӗҫ вырӑнӗ пулмалла. Производство нумайлансан унта 2000–3000 ҫын ӗҫлеме пултарӗҫ-мӗн. Хула мэрӗ проекта ырланӑ, мӗншӗн тесен Япони хальхи технологисемпе мухтанма пултарать тата ӗҫ вырӑнӗсем те пулӗҫ. Делегаци Шупашкарти хӑш-пӗр предприятие ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Утӑ уйӑхӗпе танлаштарсан ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳснӗ. Ҫак енӗпе пӗтӗмӗшле ҫак цифра 19,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл унчченхи уйӑхринчен 12,1 миллион тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк усламҫӑсем патӗнче ӗҫлекенсене кӗртмен. Ӗҫ укҫипе парӑм предприятисен хӑйсен «кӗмӗлӗ» ҫуккипе пухӑннӑ имӗш. Конкурс производстви пуҫарса янӑ предприятисен, ав, тӗслӗхрен, 7,9 миллион тенкӗ илмелли пур-мӗн. Парӑмлисенчен ҫурри ытла — тирпейлекен организацисем, 28,8 проценчӗ — строительство предприятийӗсем. Ӗҫ укҫипе парӑм ҫук районсемпе хуласен хисепне шутланӑ та ун пеккисем 19 районпа 3 хула иккен. Уйрӑмах парӑмли — Шупашкар хули. Унти предприятисен ӗҫ укҫи парӑмӗ 12,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ Шупашкартисене 5,6 миллион тенкӗ тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Луганск облаҫӗнчен пӗр усламҫӑ хӑйӗн станокӗсемпе тата рабочийӗсемпе куҫса килнӗ. «Луганскри машиностроитель» уйрӑм ҫын компанийӗ хӑйӗн ӗҫне Шупашкарта пуҫарать иккен. Хирӗҫтӑру пыракан территорирен 23 ҫын ҫемйисене кӑна мар, станоксене те илсе тухнӑ. Тимӗр тирпейлекен станока Луганск рабочийӗсем эрнекун ӗҫлеттерсе ярасшӑн иккен. 12 ҫул предприяти тӑван ҫӗршывӗнче кӑларнӑ продукцин ытларах пайне Раҫҫее сутса пурӑннӑ. Цех енне пеме тытӑнсан оборудование илсе тухма тивнӗ. Станоксенчен ҫурри Донецкри таможня складӗнче тӑрса юлнӑ иккен-ха. Вӗсене илсе килейсен тата тепӗр 50 ӗҫ вырӑнӗлӗх производство уҫма пулать-мӗн. Предприятин техника консультанчӗ Николай Друзьев каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем Ростов облаҫӗнче чарӑннӑ. Унти 6 предприятире пулнӑ. Пуринче те вӗсенче Украинӑран тарса килнисем кура урӑх вырӑна куҫма шут тытнӑ. Чӑваш Енре, ҫитменнине, паллакансем пулнӑ. «Луганскри машиностроитель» предприятире ӗҫленисене Раҫҫее куҫса килме тархаслама тивмен-мӗн — кӑмӑлпах куҫнӑ. Уйӑх каялла Шупашкара ҫитнӗскерсене валли предприяти ертӳҫисем хваттер тара илсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канашлура Республикӑра «Вырӑнтине суйла — хамӑрӑннине туян» акци иртмелле. Ҫав ыйтупа ӗнер Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу пухнӑ. Ҫак акцие ҫӗршыв Президенчӗн хӑш-пӗр ятарлӑ экономика мерисем йышӑнассипе ҫыхӑннӑ Хушӑвне пурнӑҫласа йӗркелеҫҫӗ иккен. Хамӑр патри продукци пирки халӑх патне тӗллев лартнӑ май ҫынсене кунти патне илӗртесшӗн. Республикӑри акци авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса раштав таран пымалла. Ӑна пуҫараканӗсем — Ял хуҫалӑх, Экономика аталанӑвӗн министерствисем. Акци операторӗ — Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хамӑр патри продукци ҫинчен каласа кӑтартакан информаципе анлӑ паллаштарма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли радио-телевиденипе хаҫатран тытӑнса реклама экранӗсемпе урамра ҫырса ҫакасси таранах шухӑшлаҫҫӗ. Телевизорпа «Тӗрӗслевлӗ туяну» текен проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ку вӑл Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе ирттерекен ҫавӑн йышши кӑларӑма ҫывӑх пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче хамӑр патри тата республика тулашӗнче кӑларакан продукцие туянӗҫ те ӑна экспертсем хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫемье арканнин сӑлтавӗнче мӑшӑрсенчен пӗри аякра ӗҫлесе ҫӳрени те пуррине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ каллех ӗҫлесе ҫӳрекенсем пирки. Мускавра чӑвашсем уйӑхра 8 пин тенкӗ тӳленишӗн те хуралҫӑра ӗҫлеме хатӗр иккен. Кун пирки «Коммерсантъ-Власть» журнал пӗлтерни тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Материалта Мускавра ӗҫлекен хуралҫӑсен тата хӑна ҫурчӗсене тирпейлекенсен йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ иккен. Унта Мӑкшӑ республикинче ҫуралнӑ 38-ти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗп хулара хайхисен кӳрентернипе вӗҫӗмех тӗл пулма тивет иккен. Чӑваш Ене Мӑкшӑ тата Тыва республикисемпе танлаштарнӑ май ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫынсем чухӑнлӑха пула каяҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Мускаври хуралҫӑсенчен пӗри, хӑйне унта пурӑнакан ҫын тесе паллаштарнӑ ҫын, хуралҫӑ ӗҫӗн сумӗ аякрисем килсе кӗнӗ хыҫҫӑн чакнине пӗлтернӗ иккен. Ҫав ҫын чӑвашсем кунне 800 тенкӗшӗн те ӗҫлеме килӗшнине палӑртнӑ имӗш. 10 смена ӗҫлесен 8 пин тенкӗ пухӑнать. Хӑйне Мускав ҫынни тесе паллаштарнӑ этем хуралҫӑсене маларах хӑйсене кӳрентерсен те сӑмах чӗнмесӗр ирттерме вӗрентнине пӗлтернӗ, ялтан килнӗ ҫынсем ун пек тума пӗлменнине кура хирӗҫтӑрусем сиксе тухаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |