Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Монохула тесе Канаша 600 миллион тенкӗ лекӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.02.2015 16:02 | 1329 хут пӑхнӑ
Экономика

«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.

Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».

Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ. Паян вӑл хуласенче «пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма лайӑх майсем туса панӑ». Кӑткӑс лару-тӑрури предприятисен ӗҫченӗсене, кирлӗ пулсан, ҫӗнӗ ӗҫе хӑнӑхтарӗҫ тата ӗҫе вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ палӑртса хӑварнӑ.

Маларах асӑннӑ Ирина Макиева Канаш унччен епле йывӑрлӑха тӳссе ирттернине пӗлет-мӗн. Унта вӑл икӗ ҫул каялла пулнӑ та унти экономика тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприяти хупӑнассине сӳтсе явнӑ имӗш. Ҫынсем мӗн тери хумханнине те, администраципе республика влаҫӗ пӑшӑрханнине те астуса юлнӑ иккен. Вара ун чух ҫӗнӗ производствӑсем уҫассипе тимлеме йышӑннӑ. Макиева Чӑваш Ен Элтеперне «тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав тунӑ», пӗлтерет республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Ларура Канашӑн инвестици проекчӗсене хӑтланӑ. Иван Моторин премьер-министр хулан экономика вӑй-халне лайӑх енчен хакланӑ. Сӑмах май, хулара 374 гектар ҫинче индустри паркӗ тума палӑртаҫҫӗ. Стратегилле хӑш-пӗр проекта пурнӑҫа кӗртме халех тытӑннӑ иккен. Сӑмахран, минераллӑ тӑвар кӑларасшӑн, шӑратакан савут уҫсашӑн, алюмини гидроксихлоридӑн шыв растворне кӑларма пуҫласшӑн.

#экономика, #Канаш, #Улатӑр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #монохуласем, #инвестици, #укҫа-тенкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем