Экономика
![]() Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ. Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ. Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ. Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ку йышӑну Чӑваш Еншӗн Республика кунӗнче хӑйне евӗр парне пек пулнӑ. РФ Правительствин ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ тӳлев памашкӑн укҫа уйӑрнӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче Чӑваш Ен валли 158 557,16 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. «Ҫурт-йӗр» федераци программипе килӗшӳллӗн 2011–2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли 227 1140,58 пин тенкӗ уйӑрмалла. Ҫав шутра республика хыснинчен те — 166 929,1 пин тенкӗ. Вырӑнти хыснаран — 60 181,48 пин тенкӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ ҫав укҫа-тенкӗпе 550 ҫамрӑк ҫемье ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки пӗлме пулать. Ведомство кун валли 2013 ҫултанпа Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫӗ gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=10&id=1374818 тытса тӑрать. Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки хыпарланӑ. Вӑл ҫӗре кирек епле тӗллевпе те усӑ курма май пуррине пӗлтерет Пурлӑх тата ҫӗрт хутшӑнӑвӗсен министерстви. Ҫав шутра — ҫурт-йӗр тума та, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме те-мӗн. Ҫӗртмен 23-мӗшӗ тӗлне Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫне 652 гектар йышӑнакан 234 лаптӑк ҫӗре кӗртнӗ. Асӑннӑ лпатӑкран 234-шне ҫурт-йӗр тума илме пулать, ыттине — промышленноҫ паркӗ, технопарк, бизнес-инкубатор тата ытти валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Чӑваш Ен пайташӗсен Калининград облаҫӗпе паллашаҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев икӗ кунлӑха тӑсӑлӗ. Йыша Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем кӗнӗ. Паян пирӗннисем Калининград облаҫӗн Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Михаил Плюхинпа тӗл пулмалла. Енсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Икӗ субъектӑн регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне илсен, Калининград облаҫне 0,33 процент кӑна иккен. Пирӗн патран унта канихвет-печени, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, сӑрӑ тавраш, груз турттармалли вакун каять. Лерен кунта экскаватор, аш консерви, пулӑ килет. Ҫав вӑхӑтрах Калининград облаҫӗнче сӗтел-пукан, электротехника, йывӑҫ-чус тирпейлекен отрасльсем те аталаннӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Патӑрьел район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Патӑрьел район администрацийӗ Раҫҫейре палӑрнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра мала тухассишӗн пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗ тӑрӑх 236 хулапа район тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, конкурса хутшӑнакансене объективлӑ хакланӑ май муниципалитет пӗрлешӗвӗсем укҫа-тенкӗне епле тытса пынине тишкернӗ. Епле тытса тӑни шутне вара конкурс тӳрисем хыснана хуласемпе районсем хӑйсен туприпе пуянлатнине, тӑкаксене тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет парӑмӗсемпе татӑлса пынинетата ытти ҫавӑн йышшине кӗртмелле. Иртнӗ эрнере ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври «Измайлово» ӗҫ центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта Патӑрьел район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова та кайнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографи Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографи 6,9 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Тулли мар яваплӑ общество шутланакан ҫак предприятире хальхи вӑхӑтра 130-ы яхӑн ҫын ӗҫлет иккен. Типографи вӗсем тар тӑкнишӗн вӑхӑтра тӳлесе пырайманнине кура пысӑк парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Типографи ӗҫ-хӗлӗ пирки каланӑ май, Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви предприятире пушӑ лаптӑксем нумаййине те пӗлтернӗ. Территори тимӗр-тӑмӑрпа ҫӳп-ҫап айне пулнӑ имӗш. Котельнӑй ҫурчӗн тӑрӑмӗ те начар-мӗн. Типографи ҫурчӗ тул енчен те килӗшӳллӗн курӑнса ларманнине палӑртнӑ иккен министерствӑра. Информаци политикин министерстви типографири лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑни пирки ӗнентерет иккен. Ҫывӑх вӑхӑтра канашлу ирттермелле-мӗн. Хальлӗхе вара типографире Арбитраж сучӗ сӑнав процедури пуҫарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «ЭнергосбыТ Плюс» акционерсен уҫӑ обществи тата РФ Патшалӑх Думин энергетика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ «Кивӗ парӑма – кивӗ хакпа» пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ку уйрӑм ҫынсене пырса тивет. Ҫав шутра – Чӑваш енре пурӑнакансене те. Сӑмахӗ ҫутӑ тата ӑшӑ энергийӗ пирки пырать. Ҫутӑшӑн тӳлессипе парӑмлисем акци вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑйсен парӑмне пенисӗр тӳлесе татма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен хӑйсен парӑмне пӗчӗккӗн тӳлесе татма май килӗ. Анчах апла тӑвас тесен ятарлӑ килӗшӳ тумалла та виҫӗ уйӑхра татӑлма сӑмах памалла. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хваттерӗнчишӗн кӑна мар, ҫуртӑн пӗтӗмӗшле нуши валли тесе тӑкакланнине те маларах асӑннӑ мелпе усӑ курса татма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫутӑ тата газ хакӗ хӑпарса пынине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пуль ӗнтӗ. Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра электроэнерги 8,5 процент хакланмалла. 2017 ҫулта — 8 процент, 2018 ҫулта — 7,2 процент. Ку цифрӑсене Раҫҫейӗн 2018 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогнозра каланӑ иккен. Ӑна ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни тӑрӑх ТАСС информаци агентстви ӗҫлӗ хутра сӑмах социаллӑ виҫе пирки пынине палӑртнӑ. Социаллӑ виҫерен иртсен тарифа регионсенче урӑх хакпа шутласа пама пултараҫҫӗ. Йӗркелесе тӑракан тарифшӑн сеть организацийӗсене килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 7,5 процентран пуҫласа 11 процент таран индексацилеме пултараҫҫӗ, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 7 процент, 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 6,2 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Правительство ларӑвӗнче республикӑн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Анатолий Кузьмин 2016 ҫулта патшалӑхӑн хӑш пурлӑхне приватизацилеме шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ. Приватизаци программипе килӗшӳллӗн килес ҫул патшалӑх унитарлӑ икӗ предприятине хуҫалӑх обществисем туса хумалла. Республикӑн тӳпи вӗсенче 100 процентах юлмалла. Хуҫалӑх обществисем йӗркелеме палӑртнӑ ПУПсем — Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн «Фильтр» тата Чӑваш Енӗн Информаци политикин «Чӑваш кӗнеке издательстви» предприятийӗсем. Акционерсен ултӑ обществин акцисен пакетне приватизацилесшӗн. Кунта «Чӑваш бройлерӗ» (приватизацилеме акцисен 49 процентне шухӑшлаҫҫӗ), «Чӑвашметалл» (20 процентне), «Чувашкредитпромбанк» (38,13 процентне), Атӑлҫи инвестици компанийӗ (49,32 процентне), «Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗ» (95,53 процентне), «Чуваштехинвентаризаци» (100 процентне) лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |