Экономика
![]() Ҫурлан 18-мӗшӗнче, паян, Патӑрьел районне «Ӗренпурти наци культурин чӑваш автономийӗ» общество организацийӗ ҫитсе курнӑ. Хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов кӗтсе илнӗ. Ҫак общество организацийӗ кӑҫал «Акатуй — Сапантуй» уява хутшӑннӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑхӑн культурипе, йӑлипе паллашнӑ. Паян вара хӑнасене Николай Глухов районӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ, вырма ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑнасем «Юрма» агрохолдинг ӗҫӗпе те паллашнӑ. Организацире 12 пин ытла сысна ӗрчӗтеҫҫӗ. Кӑҫал унта 1150 тонна аш-какай хатӗрленӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 30% ытларах. Хӑнасем патӑрьелсен ӗҫне пысӑк хак парса малашне хутшӑнса ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Михаил Игнатьев тата Болот Джунусов тӗлпулура Ҫурлан 14-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Кӑркӑстанӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Болот Джунусовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, ЧР экономика министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Инна Антонова хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енпе Кӑркӑстан хушшинче экономика ҫыхӑнӑвӗ тахҫантанпах ҫирӗп пулнине палӑртнӑ. Михаил Васильевич малашне экономика тӗлӗшӗнчен ҫеҫ мар, культура тытӑмӗнче те хутшӑнса ӗҫлессине шанса каланӑ. Болот Джунусов Кӑркӑстан Раҫҫейпе электроэнерги, газ тата ытти тытӑмсенче килӗштерсе ӗҫлессине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти икӗ предприятире пулса курнӑ, вӗсен малашлӑхне пысӑк хак панӑ. Акӑ «Акконд» продукцине Кӑркӑстанра ыйтаҫҫӗ, «Чӑвашкабель» вара Кӑркӑстанри «Северэлектро» АУОн организацисене кӑсӑклантарма тивӗҫ. Болот Джунусов республикӑри ытти предприятие те ҫитсе курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри пилӗк муниципалитет пӗрлешӗвӗ Раҫҫейӗн монохулисен йышне кӗнӗ. Сӑмах май каласан, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑ. Хӑш хула хӑш ушкӑна кӗрессине ҫулталӑкра пӗрререн кая мар палӑртӗҫ. Уйрӑмах кӑткӑс лару-тӑруллӑ хуласен шутне 75 монохулана кӗртнӗ. Ку йыша Канаш лекнӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланма пултараканнисен ушкӑнӗнчи 149 хулара йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫҫисен шутӗнче — 89 хула. Кунта Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ. Сӑмах май каласан, монохуласене палӑртассин йӗркине ҫӗршыв Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ылмаштарнӑ. Монохула текеннинче виҫӗ пин ҫын ытла пурӑнмалла. Хулан экономикинче тӗп вырӑн йышӑнакан предприятире хулари мӗнпур организацире ӗҫлекенсенчен сахалтан та 20 проценчӗ ӗҫлемелле. Монохулара ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем кӑлармалла тата (е) промышленноҫ продукцине тирпейлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ. Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ. Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» шутне Чӑваш Енрен кӗме тивӗҫлине сӗнекенсем Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен. Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ. «Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ. Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Промтрактор-Вакун цехӗнче Промышленность предприятийӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта епле ӗҫленине тишкернӗ те 16 предприяти продукци кӑларассин калӑпӑшне миллиард тенкӗрен ирттернӗ. Республикӑн промышленность комплексӗнче вӗсен тӳпи 47,6 процент йышӑнать иккен. Пилӗк миллиард тенкӗрен ытла продукци туса илни — Вӑрнарти «Август»–ВЗСП» фирма филиалӗ, 3 миллиардран каҫни — «Элара», «Промтрактор-Вакун», «Акконд» тата «Химпром» 2 миллиардран каҫнӑ. Миллиардҫӑсен виртуаллӑ клубӗ машиностроени («Элара», «Промтрактор-Вакун», «Промтрактор-Промлит», «Экра», «Промтрактор», «Автофургонсен комбиначӗ», «Шупашкарти агрегат завочӗ», «Шупашкарти электроаппаратура завочӗ», «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ», В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ), энергетика («Коммуналлӑ технологи», «Русгидро» — «Шупашкарти ГЭС» филиалӗ, «МРСК Волги» — «Чувашэнерго») предприятийӗсенчен, хими промышленноҫне кӗрекен «Август»-ВЗСП, «Химпром» тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫне кӗрекен «Акконд» предприятисенчен тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче чӑвашри организацисен пӗтӗмӗшле финанс кӑтартӑвӗ 1,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл тупӑш. Тӑкаклӑ предприятисен хисепӗ 3,3 процент нумайланса 33,2 процента ҫитнӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 369 организаци 6,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ, 183 организаци вара 4,4 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫав шута пӗчӗк предприятисем, банксем, хысна тата страхлакан учрежденисем кӗмеҫҫӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе суту-илӳ предприятийӗсем, коммуналлӑ ресурс организацийӗсем пуринчен ытла тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Ваккӑн тата пӗчӗккӗн сутакансем тата автотранспортпа йӑлари япалана юсакансем чылай чухне тупӑш курайман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Инвесторсене вӗсем ӑҫтан иккенне пӑхмасӑрах патшалӑх пулӑшӑвӗ парса пулӑшассине, астӑвасса, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче каланӑччӗ-ха. Паянхи правительство ларӑвӗнче ҫавӑн йышши саккун проектне ырланӑ иккен. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проектне ют ҫӗршыв укҫи-тенкине республикӑн экономикине хывас тӗллевпе хатӗрленӗ. «Маларах патшалӑх пулӑшӑвӗ ют ҫӗршыв резиденчӗсене тивӗҫмен пулсан, паян эпир ун пек преференцие хамӑр ҫӗршыври инвесторсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те паратпӑр», – тенӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курса министр. Патшалӑх пулӑшӑвӗ тени налук ҫӑмӑллӑхӗ парассине те, патшалӑх гарантине те пӗлтерет иккен. Ҫӑмӑллӑх ҫӗр, ҫурт-йӗр туянассипе тата тара парассипе ҫыхӑнӗ. Саккун проектне маларах халӑхпа сӳтсе явнине пӗлтернӗ экономика министрӗ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тӗлпулура Нумаях пулмасть Китай Халӑх Респубикинчи Сычуань провинцинчен килнӗ делегаци Чӑваш Енре агропромышленноҫ паркӗ тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑха апатлантармалли ферма, теплица комплексӗ тата пӑрӑх завочӗ те хута ямалла. Тӗлпулура Китай ҫыннисем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмашкӑн Чӑваш Енри ҫӗре 49 ҫуллӑха тара илме пултарни пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Енри агропромышленноҫ паркне хута ямашкӑн «Китайри импортпа экспорт Силин корпорацийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗ» АУО килӗшӳ алӑ пуснӑ. Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн, фермӑна тата теплица комплексне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тумалла. Пӑрӑх заводне Ҫӗрпӳ районӗнче хута яма палӑртнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ «Хевел» завод тинех ӗҫлесе кайнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑлармалли ҫав предприятире халӗ производствӑн тӗп линийӗсене хута яма тытӑннӑ. Харӑсах пӗтӗмпех ӗҫлесе каймӗ-ха. Пӗчӗкшерӗн. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн. Линие «Tokyo Electron Limited» яппунсен корпорацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хута янӑ. Заводӑн пресс-служби хӗвел модулӗсене юлашкинчен пухмалли мӗнпур участок ӗҫленине пӗлтернӗ. Сӑмахран, лазерпа скрайберлакан тытӑма йӗркелесе ҫитернӗ, хӗвел модулӗсене уйрӑм ячейкӑсем ҫине уйӑрма пулать тата ытти те. «KUKA» компани специалисчӗсем роботсем валли программӑна хатӗрлесе ҫитернӗ. Паянлӑха вара заводӑн инженерӗсемпе технологӗсен технологи ӗҫӗсене йӗркеелсе пӗтермелле те ҫулталӑкран проект хӑвачӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |