Чӑваш Енре «Стратеги-2030» ҫирӗплетӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл республикӑн 2020-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен йышӑннӑ стратегин тӑсӑмӗ пулмалла. Ӑна йышӑннӑ чухне «хальхи вӑхӑтри механизмсене» усӑ курма палӑртаҫҫӗ тата, паллах, ҫӗршывӑн правительстви йышӑнакан нормативлӑ актсене тӗпе хурӗҫ.
Регионӑн тӗп тӗллевӗ ҫынсен пурнӑҫ условине тивӗҫлӗ туса парасси, вӗсене этем пек тата карьера енчен аталанма, Чӑваш Ене вара инновацилле экономикӑллӑ хӑтлӑ регион тӑвасси тесе палӑртнӑ.
Ҫынсем те хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма пултараҫҫӗ. Калас тенине economy@cap.ru электрон адреспа «Стратеги-2030» тесе палӑртса ярса памалла. Вӗсене айккинелле сирсе хӑвармасса шантараҫҫӗ. Ҫынсем хускатнӑ ыйту хуравне е ун пирки мӗн шухӑшланине экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарма шантарать.