Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экспорт пулӑшӑвӗ кӳрекен центр пӗчӗк тата вӑтам предпряитисене сайтсене акӑлчанла куҫарса парас кӑмӑллӑ. Ҫакна вӑл тӳлевсӗрех тӑвӗ. Ҫапла туни ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртме тата пирӗн патри организацисен продукцине ют ҫӗршыва сӗнме май парасса шанаҫҫӗ. «Аталаннӑ мӗнпур организаци сайтне темиҫе чӗлхипе куҫараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ центр. Чӑваш Республикин экспорт пулӑшӑвӗн центрне 2011 ҫулта йӗркеленӗ иккен. Унӑн тӗллевӗсен шутӗнче регионӑн ят-сумне ӳстерессипе инвестици илӗртӳлӗхне сарассине асӑнмалла. Акӑлчанла куҫарни аванни иккӗлентермест. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри предприятисенчен чылайӑшӗн чӑвашла варианчӗ ҫуккине шута илсен ӳлӗмрен, тен, ку кӑлтӑка та пӗтерӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫей Федерацийӗн тӗп банкӗ рубль элемне йышӑннӑ. Вӑл «Р» саспалли евӗрлӗ, аялтан йӗрпе чӗрнӗскер. Тӗп банкӑн председателӗ Эльвира Набиуллина каланӑ тӑрӑх рубль элемне вӑйпа усӑ куртармӗҫ. Ҫавах та ҫитес ҫул вӑл хут укҫара ӳкерӗнӗ, тимӗрри ҫинче те ҫапса кӑларӗҫ. Элем суйлавне раштавӑн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ имӗш. Пурӗ 280 пин ҫын хутшӑннӑ — ытларахӑшӗ (61%) ҫак палла суйланӑ пулать. Пурӗ вара 5 элемшӗн сасӑламалла пулнӑ. 8% ҫынна тӗп банк сӗннӗ нихӑш элем те килӗшмен. Халь суйланӑскере вара, каласа хӑварас пулать, унччен те хӑш-пӗр тетел лавккисем усӑ куратчӗҫ, ӑна Александр Тарбеевпа Владимир Ефимов дизайнерсем ӑсталанӑ. Артемий Лебедев студийӗ сӗннипе ҫак паллӑ самай сарӑлнӑччӗ. Тӳре-шара йышӑннӑ элеме ҫитес вӑхӑтра пускӑч хӑми ҫине те карас телефонӗсене те кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫынсене сӑнатӑн та, этем тени мӗн чухлӗ пуянрах, ҫавӑн чухлӗ перекетлӗрех. Ара, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухмасӑр мул пухӑнмасть пуль ҫав. Акӑ, республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви те кашни пуса шутлама пӗлет. Вӑл шутран кӑларнӑ пурлӑха та сутса «кӗмӗл» тӑвать. Республика харпӑрлӑхӗнчи кивелнӗ пурлӑха шутран кӑларас тата сутас йӗркене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн 2011 ҫулхи ятарлӑ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Шутран кӑларнӑ пурлӑха сутнипе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республика хыснине 810 пин тенкӗ ытларах укҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хули монохула тесе федераци хыснинчен укҫа илме ӗмӗтленет. Монохуласенче, аса илтеретпӗр, вӑй питтисенчен чылайӑшӗ пӗр е шутлӑ темиҫе предприятире тӑрӑшать. Тепӗр майлӑ каласан, хыснана укҫа самай кӳрекен предприяти ун йышшисенче пӗр алӑри пӳрнепе шутласа кӑлармалӑх кӑна. Монохуласене федераци хыснинчен укҫа уйӑркалса пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫавӑн пек шанӑҫпа Канаш хули пурӑнать. Кирлӗ хутсене Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине тӑратнӑ ӗнтӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара асӑннӑ ведомствӑн Ятарлӑ экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен департаменчӗ канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Канашлура эпир маларах асӑннӑ хулан комплекслӑ инвестици планне пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче тӑкаклӑ предприятисен шучӗ Чӑваш Енре 7,3 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан. Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну отраслӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен. Вӗсен асӑннӑ отрасльти мӗнпур предприятин 60,5 проценчӗ чухлӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе тата шухӑшласа кӑларассипе ӗҫлекенсем хушшинче тӑкаклисем пӗтӗмпе те 16,7 процент. Ҫапла вара тӑхӑр уйӑхра республикӑри 393 организаци (кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, пӗчӗк предприятисем, банксем, страхлакан организацисем тата хысна учрежеднийӗсем кӗмен) 10,5 миллиард етнкӗ тупӑш илнӗ. 166 предприяти вара 6,3 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн шалти ӗҫсен органӗсем 15 усламҫа амнистилесе пуҫиле 9 ӗҫе чарса лартнӑ. «Мӗне кура ҫаплах шелленӗ вара?» — тесе тӗлӗнекенсене пӗлтер: хайхисем экономика амнистине лекнӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн ҫӗршывра кун пирки саккун тухнӑччӗ. Экономика амнистийӗ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗччен пырать. Амнисти экономика преступленийӗсемпе айӑпланнисене пырса тивет. Саккун шелленипе усӑ курас тесен пӑхӑнмалли условисенчен пӗри айӑпланнисен тӑкака саплаштарасси. Маларах асӑннӑ 15 ҫын хушшинче автор правине пӑснӑшӑн айӑпланнсием тӑваттӑн иккен, кредит илессипе тата усламҫӑ ӗҫӗнче улталанисем — саккӑрӑн, саккунлӑ мар майпа усламҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе аппаланнисем — виҫҫӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак кунсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен магистраль тӑвас ыйтупа анлӑ лару иртнӗ. унта Промышленниксен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн элчисемпе федераци тата регионти влаҫ элчисем хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Ларура тухса калаҫнисем магистрале туни экономикӑна витӗм кӳрессе палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра кӑна тӗрлӗ шайри хыснана 174,6 миллирад тенкӗ налук пырса кӗмелле-мӗн. Пуйӑссем чупма тытӑнсан вара 1,53 триллион тенкӗ кӳрессине асӑннӑ. Хушма ӗҫ вырӑнӗ вара 370 пин ытла валли тупӑнмалла. Ҫак цифрӑна строительство ӗҫӗсене тата магистрале тытса тӑнӑ вӑхӑта шута илмесӗр калаҫҫӗ иккен. Пирӗн республика та тупӑш курмалла. Регионта продукци туса илесси 2019–2030 ҫулсенче 271,8 миллиард тенкӗпе танлашасса шанаҫҫӗ. Экономика енчен тупӑш кӳнисӗр пуҫне халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑх енчен витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑх енсен шутӗнче Мускава ҫул хӑвӑртланнине те палӑртнӑ. Халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкартан ҫитме 11–12 сехет таран тухса каять пулсан, «Сапсан» чупма тытӑнсан ҫул ҫинчи вӑхӑт тӑватӑ хут чакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тӗрмере ларакан ҫынсене ӗҫсӗр ларманнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Тем те пӗр ӑсталаҫҫӗ унта. Журналист ӗҫӗпе (унта ӗҫпе кӑна ҫӳреме Турӑ хуштӑр) тӗрмесенче пулса курнӑ та унта ларакансем пӑралукран карта валли тунине те, нуски-перчетке ҫыхнине те, керамзитран блок кӑларнине те, чечек ӳстернине те курнӑ. Ларакансенчен хӑшӗсем пӑлахаййисем те пур теҫҫӗ-ха. Теприсем вара пушшех те — ӗҫлесшӗн. Ахаль ларнӑ чух вӑхӑт час иртмест те кун пек хӑть шӑвать. Республикӑри 8-мӗш колони-поселени вара производство ӗҫ-хӗлӗн тӗп енӗ пахча ҫимӗҫ ӳстересси иккен. Ҫакӑн пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Кӑҫал унта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 1015 гектар ҫинче акса ӳстернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне тепӗр 50 гектар ҫинче ҫӗрулми лартса туса илнӗ. Хӗрлӗ кӑшманпа кишӗре те тӗрмере ларакансем хӑйсем ӳстернӗ. Айӑплава асӑннӑ колонире ирттерекенсем валли пахча ҫимӗҫ хӗл каҫма кӑна мар, ҫӗнӗ тухӑҫченех ҫитмелле иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак уйӑхӑн 18–22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Профессие суйласси» ятпа профориентаци кунӗсем иртмелле. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ҫав вӑхӑтра шкул ачисемпе тӗл пулӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекенсене предприяти-организацие илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Професси суйлас темӑпа сочинени ҫыртарасси таранах планласа хунӑ. Ӗҫлӗх центрӗн специалисчӗсемпе волонтёрсем пулас профессие тӗрӗс суйлама вӗрентӗҫ. Волонтёр терӗмӗр те, вӗсен вырӑнӗнче журналистсем те, библиотекарьсем те, рабочисем те, ял хуҫалӑх, ҫурт тӑвӑм тата промышленноҫ предприятийӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ ветерансем те пулӗҫ. Вӗсем кӑна-и — студентсемпе шкул ачисем хӑйсем те ку ӗҫе хастар хутшӑнӗҫ. Акцие республикӑн Ӗҫлӗх центрӗ Информаци политикин, Культура, Вӗренӳ, Ял хуҫалӑх, Строительство тата Экономика аталанӑвӗн министерствисемпе пӗрле ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн тӗп финанс документне черетлӗ хут ылмаштараҫҫӗ. Хыснан дефицитне 1 миллирад та 385,5 миллион тенкӗ тарана пӗчӗклетме палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫапла вара дефицит 2 миллиард та 807,2 миллион тенкӗпе танлашмалла. Ку цифрӑсене Чӑваш Ен Правительствин черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Республикӑн Финанс министерстви хысна 367,8 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле тесе палӑртнӑ. Налук тата налук мар тупӑшсен пайӗ 403,3 миллион тенкӗлӗх чакмалла мӗн-ха, анчах тавӑрса памалла мар килекен пулӑшу хисепӗ 771,1 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле иккен. Федераци хыснинчен пӗтӗмпе 880,7 миллион тенкӗ килессе шанаҫҫӗ. Республика хыснинче тӑкаксене 1017,7 миллион текӗлӗх чакарма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |