Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен.
«Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет.