«Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество муниципалитетсенчен парӑмсене ҫине тӑрса шыраса илме тытӑнасшӑн-мӗн. «Газпромӑн» компанийӗ хӑш-пӗр район тата хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Юлашки икӗ эрнере кӑна вӑл темиҫе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн сайчӗ хыпарланӑ иккен. Канаш хули 48,2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ пулать, Улатӑр – 30,6 миллионлӑх, Ҫӗмӗрле – 11,1 миллионлӑх. Кунсӑр пуҫне компани Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Куславкка, Элӗк, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри тата ытти хӑш-пӗр хуларан парӑма вӑйпа шыраса илесшӗн имӗш. Тавӑҫ виҫи 2 миллион тенкӗрен пуҫласа 6,4 миллион тенкӗ таран-мӗн. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе те тавӑҫ хатӗрленӗ.