Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри ҫул-йӗр пахалӑхӗ начар пулсан Патшалӑхӑн автоинспекцине евитлеме юрать. Асӑннӑ учрежденин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, унтисем вӗренӳ учрежденийӗсем патӗнчи ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки систерме ыйтнӑ. Евитлеме никама та чармӗҫ: журналистсене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсене, общество организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене. Ик айкки те тӑвайкки темен мӗнпур ҫын ҫӑхавлама пултарать. Ҫул-йӗр пахалӑхӗ начарри пирки roadtoschool21@mai.ru электрон пуштӑпа ӑсатмалла. Унта начар ҫул ӑҫтине, хӑш районпа хулара тата урамра пулнине, кӑлтӑка асӑрханӑ вӑхӑта кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Япӑх ҫул хӑш вӗренӳ учрежденийӗ ҫывӑхӗнчине те систермелле. Май килсен фото ӳкерсе илмелле, видео пулсан та аван. Мӗнпур материала пӑхса тухма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал. Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ. Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ. Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарта общество транспортне ҫӳремешкӗн ятарлӑ вырӑнсем пуласси пирки, ҫавна май сасӑлав ирттерни ҫинчен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернеччӗ. Халӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: сасӑлав утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен иртнӗ. Унта ҫичӗ урама кӗртнӗ: Мир проспекчӗ, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗ, Траткор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Мускав проспекчӗ, Калинин урамӗ тата Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ. Сасӑлава 357 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ Мускав проспектне тата Трактор тӑвакансен проспектне суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ. «Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне. Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн. Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Йӗпреҫ районне ҫул юсама панӑ укҫа ӑҫта кайса кӗнӗ? Пӗр ял тӑрӑхӗнче унпа тӗллевлӗ усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Йӗпреҫ районӗн прокуратури вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупнӑ. 2017 ҫулта Пысӑк Упакасси ял тӑрӑхӗнче ку укҫапа тӗллевлӗ усӑ курман-мӗн. Куншӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ертӳҫӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Елена Нарпи «Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ. Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ. Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл. Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
moygorod-online.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула администрацийӗ маршруткӑсем валли ҫула ятарлӑ паллӑ тӑвасшӑн. Ку тӗлӗшпе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх комиссийӗн элчисем те ыйтӑм ирттернине ырланӑ. Ҫынсен ҫичӗ ҫулран пӗрне суйлама май пур. - Мир проспекчӗ; - Калинин урамӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа Сергий Радонежский урамӗ таран; - Мускав проспекчӗ: Рашча ҫул ҫаври патӗнчен Афанасьев урамӗ таран; - Иван Яковлев проспекчӗ: Мир проспектӗнчи 102-мӗш ҫуртран пуҫласа «Ромашка» ҫул ҫаври таран; - Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Кӗрӗк» ҫул ҫаври таран; - Тӑххӑрмӗш пилӗк ҫуллӑх проспекчӗ: «Ромашка» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Шупашкар» ҫул ҫаври таран; - Трактор тӑвакансен проспекчӗ: «Шупашкар» ҫул ҫавринчен пуҫласа Монтаж проезчӗ таран. Сасӑлав ҫурлан 7-мӗшӗччен пырать. Хальлӗхе Мускав проспекчӗ малта. Ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: http://gov.cap.ru/vote.aspx?id=1116&gov_id=798. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура. Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Етӗрне хули ҫумӗпе юхса иртекен Сӑр юханшывӗ урлӑ эстакада тума пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине пирӗн вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ ҫав ӗҫе хӑш организаци пурнӑҫлассине утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче палӑртнӑ. Подрядчикӑн ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кӳлӗнмелле. Эстакада ҫулӗ 768 метр тӑршшӗ пулӗ. Строительсем 33 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑссем вырнаҫтарӗҫ. Эстакада патне пыракан ҫул-йӗре те вӗсен йӗркене кӗртме тивӗ. Ҫӗр ҫийӗнсе ишӗлсе пырасран та тӗплӗ ӗҫсем пурнӑҫламалла. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядичикӑн мӗнпур ӗҫе 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Тепӗр майлӑ каласан, эстакадӑна шӑп та лӑп икӗ ҫулта хута ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |