Ҫул-йӗр
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ. Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автоҫул ҫинче ырӑ ӗҫ тунӑ – пӑтӑрмаха ҫакланнӑ ҫынна пулӑшнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Энӗш» автоҫул ҫинче ЧР ШӖМӗн ҫул-йӗр патруль службин ятарлӑ батальонӗ ҫул хӗрринче «Лада» машина ларнине, унӑн авари ҫути ҫуннине асӑрханӑ. Пакунлисем иртсе кайман – «тимӗр урхамах» патне пынӑ. Ҫул хӗрринче ачаллӑ хӗрарӑм чарӑннӑ-мӗн. Хайхискер Канаш еннелле кайма тухнӑ та кустӑрми шӑтнӑ. Анчах хӗрарӑм машинӑна хӑй тӗллӗн юсайман. Инспекторсем хӗрарӑма кустӑрмана юсама пулӑшнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм малалла кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗпере икӗ ҫулта юсаса пӗтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле кӗпер карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑччӗ. Кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама тытӑннӑ. Юсавҫӑсен ӗҫӗпе паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паллашнӑ. Асӑннӑ тӑрӑха вӑл муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑнас тӗллевпе кайнӑ. Кӗпере юсама кӑҫал ҫулла тытӑннӑ. Палӑртнине 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун валли 183 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Подрядчик пулса «СК – Волга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫе кӳлӗннӗ. Машинӑсем ҫӳренине юсав вӑхӑтӗнче светофор йӗркелесе тӑрӗ. 10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ вӑхӑтӗнче 3 тоннӑран йывӑррисене ирттермӗҫ. Машинӑсем кӗпер урлӑ ҫӳрессине хӑш чухне темиҫе сехетлӗхе чарса лартма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ пулӑшу, пушар сӳнтерекен машинӑсене, шкул автобусӗсене иртсе ҫӳреме чармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫул Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗн Николай (Аҫтахар) Плотниковӑн иртнӗ канмалли кунта, вырсарникун, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ ҫумӗпе иртсе кайма тӳр килнӗ. Шӑхасантан иртсен ҫул самай пӑсӑк пулни питех те тӗлӗнтернӗ вара — вӑл тем тесен те Ҫеҫпӗл ялне илсе каять-ҫке. Унта вара Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, «Ҫеҫпӗл Мишши тӑван килӗ» комплекс вырнаҫнӑ. Хӑнасем те тӑтӑш кунта килсе ҫӳреҫҫӗ — сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем аллӑ ҫынна яхӑн йышпа килсе кайнӑ. Ҫула хӑҫан юсама палӑртни пирки ыйтӑва Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн администрацийӗ умӗнче тӑратнӑ. Хурав килсен вулакансене паллаштарӑпӑр. |
Ҫул-йӗр
«Вятка» федераци автоҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем «Фольксваген Туарег» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 45 ҫулти хӗрарӑм документсене кӑларса кӑтартнӑ, анчах унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене урӑх ҫын ҫине тунӑ, сӑнӳкерчӗкӗ вара урӑх ҫыннӑн. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне ШӖМ уйрӑмне ку ыйтӑва уҫӑмлатма илсе ҫитернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен правасӑр юлнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Александр Сергеев тунӑ сӑн, pg21.ru сайтран илнӗ «ПроГород Чебоксары» (чӑв. ХулаПирки Шупашкар) кӑларӑмӑн халӑх корреспонденчӗ Р165 ҫул ҫинче «Лотос 105» маркӑллӑ темиҫе ҫӗнӗ автобуса асӑрханӑ. Ун шухӑшӗпе вӑл транспорт хатӗрӗсем Шупашкаралла ҫул тытнӑ. «Килеҫҫӗ хамӑрӑннисем. Шупашкар патӗнче ӗнтӗ», — халӑх корреспонденчӗн шухӑшне пӗлтерет ПроГород. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр пуҫланнӑ транспорт реформи хыҫҫӑн республикӑн шӗкӗр хулинче пысӑк автобуссем сахал мар кусма пуҫларӗҫ. Анчах та, каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттарма йӗркеленӗ лотсене выляса илнӗ компанисем, тӗслӗхрен «Авто-Экспресс-4», хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен — вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем вырӑнне пысӑк калӑпӑшлӑ транспортпа усӑ курнӑ. Ҫавна май вӗсемпе контрактсене пӑрахӑҫлама тивнӗ, хальхи вӑхӑтра халӑха вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх ӗҫлекен перевозчиксем турттараҫҫӗ. «Лотос 105» евӗрлӗ вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем контрактра палӑртнӑ йӗркене тивӗҫтерме кирлӗ. Шӑп ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӗсене ҫав тери Шупашкарта кӗтеҫҫӗ. Ҫавах та Александр Сергеев асӑрханӑ автобуссем чӑн та республикӑн тӗп хулине ҫул тытни пирки официаллӑ ҫирӗплетсе каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Михаил Игнатьев тата Вячеслав Петушенко Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ. Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнӑ. Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 50 процент нумайланнӑ. «Пирӗн аэропорт пулӑшӑвӗпе кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 141 пин пассажир усӑ курнӑ. Ку вӑл пӗлтерхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 1,5 хут нумайрах», — хыпарланӑ аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 98 пин пассажир самолетпа вӗҫнӗ. Авиапассажирсен йышӗ нумайланнине аэропортра рейссен шучӗ пысӑкланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Авиарейссен хисепне 12 процент ӳстернӗ-мӗн. Сӑмахран, Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолетсене кашни кун ҫӳреттерме авиакомпанисемпе калаҫса татӑлма май килнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗп хулипе Чӑваш Енӗн тӗп хулине кунсерен ҫыхӑнтараканнисем — 4 рейс. Вӗсене «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) тата «Северный ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) компанисем хутлаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Алексей Кряжинов сӑнӳкерчӗкӗ Алексей Кряжинов журналист Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура масарӗ ҫине кайса нушаланни ҫинчен Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ҫула тухнӑ ытти пассажир та кӑмӑлсӑрланать иккен. «Карачура ҫӑви ҫине кайса килесси паян тамӑкпа тан», — тенӗ журналист. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑвашавтотранса» панкрута кӑлариччен тата транспорт реформиччен автобус кашни 30-45 минутра пӗрре ҫӳренӗ. Халӗ пӗр транспортпа теприн хушши 1 сехетпе танлашать иккен. Ҫитменнине, ГАЗельсем тата 19 вырӑнлӑ 30-мӗш маршрут хутлать-мӗн. Автобус ҫитиччен пӗр 20 минут маларах чарӑнӑва 25 ҫын таран пухӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — унчченхи рейса вырнаҫайманнисем. Юлашки чарӑнуранах тулса килнӗ салона халӑх вырнаҫса пӗтеймен. Хирӗне-хирӗне, пӗр-пӗринпе тулаша-тулаша кӗрсе ларайнисем хӗсӗнсе Шупашкара кайнӑ. |
Ҫул-йӗр
Прокуратура Сӗнтӗрвӑрри хулинчи шӑтӑк-путӑклӑ урамсене тупса палӑртнӑ. Унти ҫитменлӗх пирки Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Евграфов вырӑнти усламҫӑсемпе тӗл пулсан пӗлнӗ. Лешсем ӑна ҫавӑн пирки евитленӗ. Кӑлтӑк пирки хыпар надзор органӗнчи пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын хӑлхине кӗнӗ хыҫҫӑ кӗҫех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Курчатов, Горький, Тургенев, Фурманов, Ленински урамсем шӑтӑк-путӑклине тупса палӑртнӑ. Ҫитменлӗх пирки прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫул-йӗре тытса тӑракан подряд организацийӗн ертӳҫине те кӑлтӑкшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ урамсене юсанине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |