Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Африкӑри Конго ҫӗршывӗнчен пирӗн республикӑна вӗренме килнӗ ҫамрӑксем 2015 ҫулта инкеке лекнӗ. Вӗсене Виктор Федоров ертсе пыракан ҫӑлавҫӑсен ушкӑнӗ вилӗмрен ҫӑлнӑ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче тухтӑра вӗренекен виҫӗ тус Атӑлта, Ҫӗнӗ салари пляжра, шыва кӗме шухӑшланӑ. Те ишме пӗлмен-ши, Конго ҫӗршывӗнчи виҫҫӗ тус путма тытӑннӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем ҫывӑхра пулнӑ. Путакан ҫамрӑксене вӗсем шывран туртса кӑларнӑ.

Пилӗк ҫул иртсен студентсем Шупашкар урамӗсенчен пӗринче Виктор Федоровпа ӑнсӑртран тӗл пулнӑ, ӑна вӗсем палласа илнӗ. Май килнӗ самантпа усӑ курса каччӑсем ҫӑлавҫӑсене тепӗр хутчен чунтан тав тунӑ.

 

Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти хӗре ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Софья Бараева килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Хӗре тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Вӑл килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑ. Софья унта тусӗсем патӗнче пураннӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗре хур кӑтартнӑ паллӑсем ҫук. Ӑна киле ашшӗ-амӑшӗ патне илсе ҫитернӗ.

Аса илтерер: 15-ри хӗр ҫухалнӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ӑна чарса лартнӑ.

 

Республикӑра

«Мой бизнес» (чӑв. Манӑн услам) центр усламҫӑсем валли тӳлевсӗр онлайн-марафон ирттерӗ.

Усламҫӑ ӗҫне аталантарас, тавара сутассине тата пулӑшу кӳрессине тӗнче тетелӗ урлӑ сарас йӗркепе паллаштарӗҫ. Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ теҫҫӗ те, ҫакӑ услам ӗҫӗнче те тӗрӗс. Апла пулсан брендинг мӗнне те ӑнлантарӗҫ.

Марафон утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пырӗ. Усламҫӑсене тӗрлӗ темӑпа вӗрентӗҫ: ваккӑн сутасси, курттӑм сутасси, строительство ӗҫӗ тата ҫурт-йӗре илемлетесси, илем сфери, аграри секторӗ тата ытти те.

Ӗҫе пуҫӑнакансемпе усламҫӑсем вебинарсене хутшӑнайӗҫ. Пӗлменнине бизнес-тренерсемпе экспертсенчен уҫӑмлатма май килӗ.

Тӳлевсӗр онлайн-марафона хутшӑнас тесен hot-event.ru сайтра регистрациленмелле.

 

Республикӑра
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура асӑннӑ хулари хуҫасӑр йытӑсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ муниципалитетра хуҫасӑр чӗрчунсене тытас, вӗсене ятарлӑ вырӑнта усрас ыйтусене татса паман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ ятарлӑ тӗрӗслев хыҫҫӑн.

Хуҫасӑр чӗрчунсемпе ӗҫлессишӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Ку йӗркене федераци саккунӗнче ҫырса хунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ку ыйтупа пачах ӗҫлемен теме юрать. Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассишӗн яваплисене унтисем ҫирӗплетмен.

Хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫине тӑманран прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине яваплӑха хӑй ҫине илме хистенӗ. Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта халӑхран тата предприяти-организацисенчен йӑлари хытӑ каяш пухас ыйтӑва хускатнӑ. Каяша турттарассипе регионти оператор шутланакан «Экоцентр» предприяти валли пӗр тариф ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара йӑлари хытӑ каяшӑн пӗр куб метрӗ 382 тенкӗ те 30 пуспа танлашӗ.

Асӑннӑ тариф вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн хулара пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 62 тенкӗ те 76 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, ялта пурӑнакансем – 50 тенкӗ те 2 пус. Тепӗр майлӑ каласан, хуларисемшӗн хак чакӗ, ялтисемшӗн кӑштах ӳсӗ. Анчах малтан пӗлтернӗ пек 20 процент мар, самай сахал.

 

Республикӑра
volsklife.ru сӑнӳкерчӗкӗ
volsklife.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене уявпа саламланӑ.

Раҫҫей почтин кунне утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ.

«Коронавирус инфекцине сарӑлма чарас тӗллевпе йышӑннӑ чарусем вӑйра тӑнине пӑхмасӑр, хӑйсен ӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан тата республикӑри халӑха почта пулӑшӑвӗпе сервисӗн мӗнпур тӗсӗпе туллин тивӗҫтерекен почтальонсемпе операторсене, сортировщиксемпе водительсене чунтан тав тӑватӑп. Эсир ҫине тӑрса тӑрӑшнипе республикӑра хаҫатсемпе журналсен тиражӗсем сыхланса юлаҫҫӗ, ҫырӑнса илекен кӑларӑмсен шучӗпе Чӑваш Ен тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑнать», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗнче чутах ача путса вилмен. Ӑна хӗрачапа арҫын ача пулӑшнӑ.

14-ри арҫын ача пӗвере матрас ҫинче ишнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен ушкӑнӗ шыва кӗнӗ. Матрас ҫинчи Семен шыва ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. 17-ри Ксения Афанасьева чи асли пулнӑ май пулӑшма васканӑ. Ун патне ишсе пынӑ, анчах Семен ӑна ярса тытнӑ, хӗрача шывпа чыхӑнма пуҫланӑ. Ксения пӗччен туртса кӑлараймассине ӑнланса пулӑшу ыйтма чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ та Семен патне васканӑ. Анчах жилет иккӗшне чӑтайман.

Алексей ҫыран хӗрринче тӑракан шӑллӗне тепӗр жилет персе пама кӑшкӑрнӑ. Вӑл ӑна путакан ачан хырӑмӗ айне хунӑ та ҫыран хӗррине ишме пуҫланӑ.

Ксюша аслисемпе пӗве хӗррине ҫитнӗ. Семенӑн амӑшӗ, тухтӑрта ӗҫлекенскер, вӑйсӑрланнӑ арҫын ачана медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65456
 

Республикӑра
novorossiysk.vita-travel.com сайтри сӑн
novorossiysk.vita-travel.com сайтри сӑн

Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче ачасен парӑс регати пӗрремӗш хут иртӗ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халаллӗҫ.

Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче иртӗ. Ачасем Шупашкарти кӳлмеке тата Мускав районӗнчи Атӑл ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. «Оптимист» тӗнче класлӑ яхта штурвалӗсен умне 9-13 ҫулсенчи спортсменсем тӑрӗҫ. 13-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем «Луч», «Ракета» наци класлӑ шверботсемпе пулӗҫ.

Тупӑшӑва 20-е яхӑн яхта хутшӑнмалла. Хусанти тата Чулхулари ҫамрӑк яхтсменсем те ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

 

Республикӑра
kidsvisitor.com сайтри сӑн
kidsvisitor.com сайтри сӑн

ЧР Правительстви харпӑр ача пахчисенче шӑпӑрлансем валли вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫапла майпа влаҫ харпӑр ача пахчисене укҫа енчен пулӑшӗ.

ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство субсиди памалли тата вӗсене тивӗҫмешкӗн суйлав конкурсне ирттермелли йӗркене хатӗрленӗ.

Кӑҫал харпӑр ача пахчисенче 64 вырӑнлӑх 7 ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ. Республика хыснинчен 7,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, пӗр вырӑна 122,14 пин тенкӗ тӑкакланӗ. 2022 ҫулччен 110 вырӑнлӑх 12 ушкӑн йӗркелесшӗн.

Чӑваш Енре лицензи илнӗ 4 харпӑр ача пахчи пур. Вӗсем пурте – Шупашкарта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://moygorod-online.ru
 

Республикӑра
Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн
Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри тутарсен наци автономийӗн председателӗ Фарит Гибатдинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

«Татар-информ» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Шупашкарти пульницӑна ӳпке шыҫҫипе илсе ҫитернӗ. Кун пирки Фарит Гибатдинов халӑх тетелӗнчи страницинче те пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унӑн инфаркт пулни пирки хыпарланӑ.

Фарит Гибатдинов 1959 ҫулта Комсомольски районӗнчи Урмаелте ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе республикӑра тутар юррисен «Урмай моны» ҫамрӑксен фестивалӗ 25 ҫул иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65391
 

Страницӑсем: 1 ... 277, 278, 279, 280, 281, 282, 283, 284, 285, 286, [287], 288, 289, 290, 291, 292, 293, 294, 295, 296, 297, ...660
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 01

1924
102
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
36
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть