Республикӑра
![]() Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсенчен иккӗшне ҫак кунсенче юбилей медалӗпе чысланӑ. Раштавӑн 14-мӗшӗнче «Канашсем» ентешлӗх 25 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Мероприятие Шупашкарта, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче, ирттернӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара, хаклӑ ытти хӑна пуҫтарӑннӑ. Уява ҫитнисен йышӗнче Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ В.А. Радин та пулнӑ. Унта вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине халанланӑ медальсемпе ҫитнӗ. Юбилей медальне Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, сӑвӑҫ, публицист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, пултарулӑхӗшӗн теприсем ӑна Кӗлпук мучипе танлаштараҫҫӗ, Виталий Сергеев тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ. Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ. Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак. Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те. Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rbc.ru сайтри сӑн ЧР Наци банкӗ Арбитраж судне «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви пӗлтерет. Тавӑҫ требованийӗ 155 тенкӗ те 963 тенкӗпе танлашать. Хальлӗхе ӗҫе производствӑна йышӑнман. Аса илтетер: «Чӑвашкредитпромбанк» кӑҫал чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Россельзозбанк банк-агент пулса тӑнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне вкладчиксене 2,4 миллиард тенкӗ тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен ҫамрӑксем мӑшӑррӑн тухса сӑвӑ калас енӗпе тупӑшнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне студентсен хӑйсен сӑввисемпе хутшӑнма тивнӗ. Республика шайӗнче йӗркеленӗ конкурсӗн — поэзи баттлӗн куҫӑн тапхӑрӗ Регионсем хушшинчи компетенци центрӗнче – Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне сумлӑ тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Тӳресен ертӳҫи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Владимир Григорьев пулнӑ. Конкурсӑн куҫӑн турӗнче Регионсем хушшинчи компетенци центрӗн – Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Евгений Морозов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Татьяна Ефимова тата Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗнчи Екатерина Короткова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи Егор Изосимов. Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксене тӗрлӗ номинаципе хакласа та хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм халӑх тетелӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Лешӗ пуян-мӗн. Чӑннипе вара вӑл Тутарстанри юсанмалли колонире ларакан арҫын пулнӑ. Ҫак арҫынна пула хӗрарӑм укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӗррехичне вӑл хӗрарӑмран банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ – парне тӑвасшӑн-мӗн. Лешӗ реквизитсене пӗлтерсенех карточкӑсем ҫинчен укҫа ҫухалнӑ: 65 пин тата 5 пин тенкӗ. Ултава ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Палӑртмалла: ҫав 25 ҫулти арҫын юсанмалли колоние ҫаратнӑшӑн лекнӗ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби тунӑ сӑн Нумаях пулмасть Чӑваш Енри юсанмалли 4-мӗш колонире икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. «Саккунпа килӗшӳллӗн ҫемье ҫавӑрма мӑшӑрсем чылай хатӗрленнӗ. Туслӑ ҫыхӑну майӗпен вӑйлӑрах туйӑма куҫнӑ, ӑна хут уйӑрттарса ҫирӗплетме йышӑннӑ», - пӗлтернӗ ведомство. Ҫамрӑк мӑшӑрсем ЗАГС специалисчӗсен ырӑ сӑмахӗсене итленӗ, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтарнӑ. Кайран вӗсене виҫӗ талӑк пӗр пӳлӗмре пурӑнма ирӗк панӑ. Палӑртмалла: кӑҫал асӑннӑ колонире 8 айӑпланнӑ арҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗрремӗш съезд хыҫҫӑн тунӑ сӑнӳкерчӗк. Лидия Филиппова архивӗнчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ союзӑн 85 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова асӑннӑ союзӑн мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче профессионал ҫыравҫӑсем кӑҫалхи ҫулталӑка та тишкерӗҫ. Мӗн туса ирттернине аса илӗҫ, мӗншӗн хавхаланса-савӑннине е хурланса пӑшӑрахннине каласа кӑтартӗҫ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ. Юбилее халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва Шупашкарти Наци вулавӑшне (Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут) 13 сехете пухӑнмалла. Регистраци 12 сехетре пуҫланӗ. Уява республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ҫыравҫӑсемпе поэтсене, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» литературӑпа художество журналӗн авторӗсене, ҫамрӑк литераторсене йыхравлаҫҫӗ. Пурне те хапӑл тӑвӗҫ. |
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине Хӗрлӗ Чутайра та уявлӗҫ. Ҫавна май район центрне илем, хӑтлӑх кӗртӗҫ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв лапамӗнче фонтан вырнаҫтарӗҫ. Вӑл Шупашкарти Кадет паркӗнчи евӗрех пулӗ. Подряд организацийӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фонтана кирек мӗнле калӑпӑшлӑ тума, кӗвӗ тата ҫутӑ композицийӗсем вырнаҫтарма пулать. Палӑртмалла: Шупашкарти Кадет паркне «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ӗҫе 75 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ. Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |