Республикӑра
![]() dw.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 46 ҫулти арҫын каллех решетке хыҫне кайӗ. Хальхинче суд ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсенчен 4 ҫулне вӑл тӗрмере ирттерӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, 38 ҫулти ентешне тапӑннӑ, пичӗ ҫине газ баллонӗпе сирпӗтнӗ, унтан хӗненӗ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине ҫак арҫын 44-ри ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫын 1997 тата 2005 ҫулсенче ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 25 ҫул ытла ирттернӗ. Унтан вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медпулӑшу служби тунӑ сӑн Йӗпреҫ районӗнче пӗр кунхине васкавлӑ медпулӑшӑва хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл – ватӑ арҫыннӑн кӳрши-мӗн. Лешӗн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухнӑ. Тухтӑрсем пациента пӑхнӑ чухне лешӗ тӑнне ҫухатнӑ, кӑвакарса кайнӑ. Унччен реанимацире вӑй хунӑ Марина Максимова фельдшер тата Дмитрий Майоров ҫамрӑк фельдщер часрах реанимаци ӗҫӗсене пурнаҫланӑ: разряд, венӑран эмел янӑ, массаж тунӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа ӗҫлеттернӗ… Ҫапла вӗсем пациент пурнӑҫӗшӗн 5 минут кӗрешнӗ. Кӑштахран арҫын хӑй тӗллӗн сывласа янӑ. Фельдшерсем арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна специалистсем сӑнаса тӑнӑ, кайран ӑна Шупашкара куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ. 20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ. Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн. Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vestitambov.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре Куславккара ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк арҫын «Гранта» рулӗ умне ларасшӑн пулнӑ. Анчах тусӗ ӑна ҫакна тума паман: ҫӑраҫҫине туртса илнӗ, хӑйне киле ӑсатнӑ. Хӑй вара «Гранта» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Машина хуҫи вара ҫӑраҫҫине тусӗ илни пирки маннӑ – «тимӗр урхамаха» вӑрланӑ тесе полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем «План-Перехват» тунӑ, лешӗн тусне тытса чарнӑ. Тест руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ (икӗ тус пӗрле ӗҫнӗ пулнӑ). Анчах арҫын кӑтартусемпе килӗшмен – наркологие анализ пама кайнӑ. Машина вара нихӑшӗн те пулман. Ҫамрӑк арҫын ӑна тӑванӗсенчен ярӑнма илнӗ пулнӑ. Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1rre.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫултан Чӑваш Енре электричество хакӗ ӳсӗ. Килте газ плити пулсан малашне 12 пус ытларах тӳлеме тивӗ, электроплита тӑк – 9 пус ытларах. Ҫакна Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин коллегисен ларӑвӗнче йышӑннӑ. Халӗ вара Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗр киловаттшӑн 3,36 тенкӗ (газ плити пулсан) тӳлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 3,48 пус пулӗ. Электричество плитипе усӑ куракансем пӗр киловаттшӑн халӗ 2,35 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗнчен 2,44 тенкӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнчи «Семеновский» ял хуҫалӑх кооперативӗн председательне 7 эпизодпа айӑпланӑ. 55 ҫулти пуҫлӑх предприяти укҫине тӑкакланӑшӑн явап тытнӑ. 2011-2018 ҫулсенче председателе тӗрӗслев органӗсем пӗрре мар штафланӑ. Анчах вӑл штрафсене тӳленӗ укҫана организацин бухгалтерийӗ урлӑ саплаштарнӑ е ӗҫтешӗсене штрафсене кооператив счечӗнчен тӳлеме хушнӑ. Пӗтӗмпе пуҫлӑх комиссие шута илсе 63 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Председатель айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, йӑлтах кооператив правленийӗпе калаҫса татӑлса тунӑ. Анчах прокуратура судра пуҫлӑх айӑплӑ пулнине ӗнентернӗ. Председателе судья тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тихонова Наталья Вадимовна икӗ ача амӑшӗ: шӑпӑрлансем 17-ре тата 4 ҫулта. Наталья хӑй 35 ҫулта. Тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ. Икӗ ача амӑшне йӗрке хуралҫисем те, нимеҫӗсем те шыраҫҫӗ. Наталья 170 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ кун хӗрарӑм хура калпак, симӗс куртка, хура леггинс, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ, хура шарф ҫыхнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсенчен иккӗшне ҫак кунсенче юбилей медалӗпе чысланӑ. Раштавӑн 14-мӗшӗнче «Канашсем» ентешлӗх 25 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Мероприятие Шупашкарта, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче, ирттернӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара, хаклӑ ытти хӑна пуҫтарӑннӑ. Уява ҫитнисен йышӗнче Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ В.А. Радин та пулнӑ. Унта вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине халанланӑ медальсемпе ҫитнӗ. Юбилей медальне Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, сӑвӑҫ, публицист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, пултарулӑхӗшӗн теприсем ӑна Кӗлпук мучипе танлаштараҫҫӗ, Виталий Сергеев тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ. Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ. Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак. Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те. Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |