Республикӑра
![]() Сергей Беккер тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Унти халӑх каланӑ тӑрӑх, «Юрма» пӑтӑрмахӗ вӗсем патне те ҫитнӗ. Кун пирки вырӑнти депутат Сергей Беккер пӗлтерет. Аса илтерер: унччен «Юрма» Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ырӑ мар шӑршӑпа тарӑхтарнӑ – чӑх-чӗп каяшне уя тухса тӑкнӑ. Халӗ агрохолдинг Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхӗнче каяш тӑкать-мӗн. Ҫынсем кананӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна раштав уйӑхӗнчех каяш тӑкма пуҫланӑ. «Чӑх-чӗп каяшӗ курӑк ҫунтарса яма пултарать кӑна мар, вӑл ейӳпе пӗрле Ҫавала та лекме пултарать, хула ҫыннисене шывпа тивӗҫтерекен вырӑна ҫитес хӑрушлӑх та пур», - тенӗ Сергей Беккер. Ҫак кунсенче вӑл «Юрма» ертӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явма сӗннӗ. Ял халӑхӗпе тӗлпулу та ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iltumen.ru сайтри сӑн Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман. Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ. РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Куславкка районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан Тимуршина Эрфия Сабирзяновнӑна пӗр эрне шыраҫҫӗ. 88 ҫути кинемей кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Ҫитменнине, ӑна тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ. Килтен кайнӑ кун Эрфия Тимуршина мӗн тӑхӑннине хальлӗхе палӑртайман. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура пӗчӗк сумка пулнӑ. Кинемей 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ. Ҫак кинемей, тен, ҫул ҫинче машинӑсен видеорегистраторне лекме пултарнӑ, ҫавӑнпа водительсене камерӑсене тепӗр хутчен пӑхма ыйтаҫҫӗ. Ватӑскер пирки хыпар пур тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yuristprav.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман. Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лилия Говорова архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ. Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова. Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Халӗ ун валли ҫынсен сӗнӗвне йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку документа хатӗрлес ӗҫе ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳ-канаша республикӑн Правительство ҫуртне ӑсатмалла. Сӗнӳсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; e-mail: analit2@cap.ru. Ҫырура «Для подготовки Послания» (чӑв. Ҫыру хатӗрлеме) тесе кӑтартмалла. Аса илтерер: Элтепер Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн ЧР Информаци политикин министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарса янӑ. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятлӑ вӑл. Ку портал унччен те, пилӗк ҫул, ӗҫленӗ-ха, анчах ӑна халӗ ҫӗнетме шутланӑ. Унччен пӗр ҫын ятӗнчен кӑна ҫыру яма пулнӑ тӑк халӗ ушкӑн ячӗпе те яма май пур. Порталпа усӑ куракан ҫын ведомствӑпа калаҫу йӗркелеме пултарать. Ку сайтра тӗрлӗ ыйтӑм, сасӑлав та ирттерӗҫ. Халӗ унта тӳрех 70 ытла ыйтӑм пуҫарнӑ. Порталта унччени функцисене те сыхласа хӑварнӑ. Вӑл унчченхи пекех 8 енпе – ЖКХ, ҫыхӑну, социаллӑ тытӑм, услам, экологи, хӑтлӑх тата инфратытӑм, ҫулсем, ял хуҫалӑхӗ – ыйтусене йышӑнӗ. Ыйту ҫумне сӑнӳкерчӗк ҫирӗплетме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() http://old-kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑх дружинисене хыснаран укҫа парассине пӗлтереҫҫӗ. Субсидие тивӗҫес тесен вӗсен ятарлӑ конкурса хутшӑнмалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ шӑпах аса илтерме вӑхӑт. Шупашкарти йӗркелӗхе тытса тӑма хутшӑнакан дружниксене субаиди парӗҫ. Укҫа памалли йӗркене тата субсиди виҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ ятарлӑ йышӑнупа ҫирӗплетнӗ. Заявкӑсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 119-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: (8352) 23-50-28, 23-51-11. Ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравлама юрать. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12.00-рен 13.00-ччен. Заявкӑсене кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ Вӑрмар районӗнче икӗ арҫынна ҫӑлни пирки Инстаграмри страницине хыпар лартнӑ. Ҫав кун ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем икӗ арҫын юр ӑшӗнче выртнине асӑрханӑ. Хайхискерсем тӑма та шутламан, выртнӑ. «Пирӗн экипаж пулман тӑк, тен, вӗсем киле таврӑнаймӗччӗҫ», - пӗлтернӗ ведомство. Инспекторсем вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Хӗлле, шел те, ҫынсем шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Урамра выртакан ҫынсене курсан ведомство кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 03medhelp.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра виҫӗ ҫын наркӑмӑшланнӑран пульницӑна лекнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11 сехет 20 минутра Вӑрнар районӗнчи пульницӑна 82 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Хайхискер каҫхине хӗрлӗ эрех тесе 100 грамм антифриз ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине 26-р арҫын лекнӗ. Вӑл йӑнӑшпа эрех вырӑнне 100 грамм уксус ӗҫнӗ. Канашра та ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. 31 ҫулти хӗрарӑм ирхи 4 сехет те 40 минутра эрех вырӑнне йӑнӑшпа уксус ӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |