Тинех-тинех! Ҫаплах хакламалла ку йышӑнӑва. Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» республикӑра ҫӑмӑллӑх пама йышӑннӑ.
Тӗрӗссипе, ку ыйтӑва пӗрмай хускатнӑ. Республикӑн унчченхи Элтеперӗ ирттернӗ тӗл пулусенчен пӗринче майлӑ самантпа усӑ курса ҫак йӗркесен авторӗ те ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнисене кӑшт та пулин пулӑшма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑччӗ.
«Вӑрҫӑ ачисем» пӗлтӗр пурне те кӗртрӗҫ. Ашшӗ хыҫӗнче ӳснисене те, ашшӗсене ҫапӑҫу хирӗнче ҫухатнисене те.
Ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура «вӑрҫӑ ачисем» пирки аса илнӗ. Унта вӑл пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра «вӑрҫӑ ачисен» статусне ҫирӗплетнине аса илнӗ. Ҫав категорие кӗрекенсене ӳлӗмрен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Ыйту укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине кура республика хыснине улшӑну кӗртнӗ чухне ҫавна шута илӗҫ.