Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типҫырма ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑм килтен тухнӑ та таврӑнман – таҫта ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ара, ҫитменнине, ватӑскер ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать. Каҫхине кинемее «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр иртнӗ, ватӑскере тупайман-ха. Ҫур ҫӗр иртни виҫӗ сехет шакканӑ. Йӑлтах шыранӑ ӗнтӗ, вариантсем те юлман. Унччен те пулман – нимеҫӗсем ҫул айккипе пыракан ӗмӗлкене курнӑ. Ку – кинемей иккен! Ӑна киле чӗрӗ-сывӑ илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗн» сӑнӗ Кӑрлач уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Атӑл ҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Унта водолазсем, ҫӑлавҫӑсем тата следовательсем ӗҫленӗ. «ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври водолазсен ушкӑнӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна Куславкка районӗнчи Криуш ялӗ ҫывӑхӗнче шыранӑ. Ҫак ӗҫе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫӑлавҫисем те хутшӑннӑ. Анчах ведомство кун пирки нимӗн те хыпарламан. Водолазсемпе ҫӑлавҫӑсем нимӗн те тупайман. Специалистсен ӗҫне шыв юххи вӑйлӑ пулни те йывӑрлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kr-gazeta.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Сӑлтавӗ пулнӑ – хайхискер Армени ҫыннине кивӗ пӳртре пропискӑна фиктивлӑ майпа тӑратнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ют ҫӗршыв ҫынни унта пурӑнман, ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫуртра пурӑнма майӗ те пулман. Суя тӑрӑ шыв ҫине тухнах. Куншӑн Йӗпреҫ районӗн арҫыннин Уголовлӑ кодексӑн 322-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытма тивнӑ. Суд ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Дмитрий Моисеева ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ. Дмитрий Моисеев 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун пирки вӑл ҫамрӑклах кирек епле ӗҫе те тиркемен тесе калама пулать. Хуралҫӑра та ӗҫленӗ, формовщикра та. Ял хуҫалӑх академийӗнче «Бухгалтер учечӗ, анализ тата аудит» специальноҫа алла илнӗ. Ун хысҫӑн вӑл РФ Пенси фончӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи управленийӗнче, Перекет банкӗн филиалӗнче, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫурла уйӑхӗнченпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службинче бухгалтер учечӗпе финан учечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтер пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи биологсем сайра тӗл пулакан поляр тӑманине асӑрханӑ. Палӑртмалла: юлашки 20 ҫулта ҫак кайӑка республикӑра виҫӗ хутчен кӑна курнӑ, 2010 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫак тӑманана чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекцин директорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков асӑрханӑ. Вӑл кайӑксене 20 ҫул тӗпчет, ку таранччен вара поляр тӑманине республикӑра пӗрремӗш хут курнӑ. Унччен ӑна Чӑваш Енре сӑн ӳкерме май килмен. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра юр сахал пулни, шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсем ӗрчесе кайни ҫак тӑманашӑн лайӑх, ҫавӑнпа вӑл кунта тупӑннӑ та. Шел те, хитре тӗслӗ тӑманана браконьерсем тытма кӑмӑллаҫҫӗ, унран катемпи тӑваҫҫӗ. Кайӑка вӗсенчен сыхлас тӗллевпе ӑна Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» предприятин тӗп директорне Андрей Углова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Андрей Углов 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта вӑл Мускаври Патшалӑх управленийӗн университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2003-2007 ҫулсенче «Элара» акционерсен обществинче, каярах ытти компанире ӗҫленӗ. Педприятие 2011 ҫулта тӗп директор пулса таврӑннӑ. Андрей Углов — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Унпа республика, унӑн ҫыннисем умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, паттӑрлӑх кӑтартнисене тата ытти ҫавӑн йышши маттура чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Юрма» агрофирма каяшӗ Шупашкар районӗнчи Шемшер тата Шорчекасси ялӗсенче пурӑнакансене те тарӑхтарма тытӑннӑ. Ку ыйтӑва Халӑх фрончӗн хастарӗсем тата «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тишкернӗ. Ҫынсем каяш шӑршине туйсанах кун пирки Шемшер ял старостине пӗлтернӗ. Халӑх ҫав КамАЗсем, Шемшерпе Шорчекасси хушшинчи уя чӑх каяшӗ пырса тӑкаканскерсем, Лапсартан пулнине уҫӑмлатнӑ, «Юрмана» шӑнкӑравланӑ – машинӑсем чӑнах та вӗсен иккен. Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Иванов хапрӑк ертӳлӗхне каяша тӑкма чармашкӑн ыйтнӑ, лешсем итленӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна ыйтупа тухнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специлисчӗсем те лару-тӑрӑва уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫул ҫинче пӗр машинӑна чарнӑ: водителӗ ӳсӗр, ҫумра докуменчӗсем ҫук. Арҫын нумай шутласа тӑман – инспекторсене сӗтев, 3 пин тенкӗ, сӗннӗ, лешсем ӑна ахалех ярасса шаннӑ. Анчах ӳсӗрскер хӑйӗн валли пӑтӑрмах ҫеҫ шыраса тупнӑ. Ҫак арҫын Комсомольски районӗнчи Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнать. 41 ҫултискерӗн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Ӑна 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Ку кӑна мар, арҫыннӑн инспекторсене сӗтев пама тӑнӑшӑн та явап тытма тивнӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 35 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапла майпа пӗтӗмпе – 65 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗнче япӑх пурӑнакан ҫемьесенче рейд иртнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ятарлӑ комисси пӗр ҫемьере амӑшӗ ачана ӳсӗр арҫынсемпе хӑварнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн чухне ача пиҫсе кайнӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе ачине Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Ятарлӑ комисси Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗнчи 5 ҫемьене те ҫитсе курнӑ. Кунта, телее, япӑх тӗслӗхсем тупса палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче икӗ пӑши аҫине персе вӗлернине тупса палӑртнӑ. Ҫак тискер ӗҫе кам тунине тепӗр кунхинех уҫӑмлатнӑ: вӑл – ҫак районтах пурӑнакан 45 ҫулти арҫын. Арҫыннӑн саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн явап тытма тиветех. РФ Уголовлӑ кодексӑн 258-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӑна 500 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултарӗҫ. Кун пек преступленишӗн 3-5 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх та пур. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул таран хӑш-пӗр должноҫре ӗҫлеме юрамӗ. Ку кӑна мар, браконьерӑн патшалӑха тата чӗрчунсен тӗнчине кӳнӗ тӑкака та саплаштармалла: 480 пин тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |