Республикӑра
![]() Ирина Иракина. cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетрӗҫ. Паян ҫак ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн 38-мӗш сессийӗнче тишкерчӗҫ. Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Швардаков хӑйне ҫак тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Кун пирки сессире Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова пӗлтерчӗ. Депутатсем Сергей Иванович йышӑнӑвне майлӑ пулчӗҫ. Сергей Швардаков Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Халӗ вӑл «Микрохирургия» МНТКра директорӑн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Сергей Швардаков – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ. Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулма Ирина Иракинӑна ҫирӗплерӗҫ. Унччен вӑл аудитор пулса 17 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() adm-zheleznovodsk.ru сайтри сӑн Улатӑрта пӗр арҫын сутуҫа улталанӑ: суя укҫа тыттарса хӑварнӑ, унпа ҫимӗҫ туяннӑ тата сдача илнӗ. Ку нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хайхи арҫын пылак ҫиме юратать пулмалла – кондитер ҫимӗҫӗсем сутакан павильона кӗнӗ. Вӑл пылак илсе тултарнӑ, 73 ҫулти сутуҫа суя укҫа тыттарнӑ. Ватӑскер укҫана лайӑх пӑхман, суя пулнине уйӑрса илеймен. Ҫав укҫаран сутуҫӑ арҫынна 1500 тенкӗ сдача та панӑ. Аллинче суя укҫа пулнине кайран тин ӑнланнӑ вӑл – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ пылак ҫиме юратакан ҫав арҫынна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2017 ҫул. Чӑваш Енре пурӑнакансем Раҫҫей Тӗп прокуратурин ӗченӗсем патне йышӑнӑва кайма пултараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен Мускава ҫитмелле мар. Шупашкара ҫеҫ килмелле. Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн прокуратуринче Раҫҫей прокуратурин комиссийӗ ӗҫлет. Ҫавна май унтисем республика ҫыннисене йышӑнма шут тытнӑ. Уйрӑм ҫынсене ҫӗршыв прокурорӗн ҫумӗсем Игорь Ткачев тата Сергей Зайцев йышӑнӗҫ. Йышӑнӑва пуш уйӑхӗ 4-мӗшӗнче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 48-мӗш ҫурта ҫитмелле. Малтанласа (8352) 39-20-43 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Йышӑнӑва каякансен паспорт тата ун вырӑнне юрӑхлӑ урӑх удостоверени, йышӑнура хускатма палӑртнӑ ыйтӑва ҫирӗплетсе паракан документсене илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() photogoroda.com сӑнӳкерчӗкӗ 2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре. Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн хальхи истори архивӗ пуҫарнӑ «Халӑх астӑвӑмӗ. Ҫӗнтерӗве упрар!» акцие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Архив фондне вӑл хӑйӗн икӗ хӗрӗ аслӑ классенче вӗреннӗ чухне хатӗрленӗ видеофильма панӑ. Унта вӗсем кукамӑшӗн тата унӑн кӳршин аса илӗвӗсене ҫырса илнӗ. Олег Николаев архив ӗҫченӗсемпе паян тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав ватӑсем пирӗнпе юнашар тек ҫук ӗнтӗ. Сӑмах май, Олег Николаевӑн хунямӑшӗ (тепӗр майлӑ майлӑ каласан, унӑн хӗрӗсен кукамӑшӗ) те, Олег Николаевӑн хӗрӗсем ӳкернӗ тепӗр кинемей те вӑрҫа хутшӑннӑ. Вӗсем леш тӗнчере канлӗх тупнӑ пулин те ачасен тӑрӑшӑвне пула аса илӗвӗсем ӗмӗр упранӗҫ. Килте те мар, архивра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mirfactov.com сайтри сӑн арӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакан арҫын пахчана тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна кӳршисен йытти тапӑннӑ, хулпуҫҫинчен, аллинчен ҫыртнӑ. Суранланнӑ арҫын пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ арҫын полицие кайса кӳрши тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Вӑл йытӑ хуҫине явап тыттарасшӑн. Аса илтерер: кун пек тӗслӗх Шупашкарта та кӑҫал пулнӑччӗ. Пирогов урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне арҫынпа ачана йытӑ тапӑннӑччӗ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rossaprimavera.ru сайтри сӑн Ҫулсем иртсе пынӑ май, шел те, ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри вара ватлӑха, сывлӑх хавшанине пула Ҫӗнтерӳ кунӗнче парад тухса кураймасть, уявпа киленеймест. Самар хулинче кун пек ветеренсене уявпа саламламалли мел тупнӑ. Унти ҫар ҫыннисем 92 ҫулти Зиновий Хайкина балкон айӗнче оркестрпа саламланӑ. Ҫакна кура Чӑваш Енри ветерансене те, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче килтен тухайманнисене, савӑнтарӗҫ: вӗсен чӳречи айӗнче ятарласа вӗсем валли Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тума хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри пӗр колони ӗҫченӗ унта ларакан арҫынна тартнӑшӑн явап тытнӑ. Ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Колони ӗҫченӗпе айӑпланнӑ арҫын ӗҫрен таврӑннӑ. Хайхискер киоска лотерея билечӗ кайса туянма ирӗк ыйтнӑ, лешӗ килӗшнӗ. Анчах хайхи арҫын тарма шутланӑ-мӗн. Колони ӗҫченӗ ҫумра ҫуккипе усӑ курса вӑл куҫран ҫухалнӑ. Анчах нумайлӑха мар – ӑна тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Колони ӗҫченне вара куншӑн лекнӗ - ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан ҫак ҫын колонирен унччен те тарнӑ. Халӗ унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 4 ҫул те 8 уйӑх ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм Раҫейри халӑх фрончӗн Чаваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ. Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук. 7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. |
Республикӑра
![]() 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах. Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ. Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |