Чӑваш Енре Чернобыль атом станцийӗнчи инкек пулнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ май тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ун валли ӗҫ ушкӑнне тата меопиятисен планне йӗркеленӗ.
Ӗс ушкӑнӗн председателӗ пулма республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаевӑна шаннӑ, председатель ҫумӗ пулма – ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна. Асӑннӑ йыша «Чернобыль» союзӑн республикӑри президентне Виктор Байдулова та кӗртнӗ.
Аса илтерер: инкек 1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Инкеке пӗтерме хутшӑннисенчен хӑшӗсем пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ, юлнисен те сывлӑхӗ ҫирӗпех мар. Мероприятисен планне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпителӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине, радиацие пула шар курнисемпе вӗсен ҫемье членӗсене тухтӑрсем тӗрӗслессине те кӗртнӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче хурлӑхлӑ митинг иртӗ.