Республикӑра
![]() inorehovo.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре те электронлӑ пропусксем пулӗҫ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсем электронлӑ пропуск килӗҫ. Аса илтерер: кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре районсене ҫӳрекен маршрутсен йышне чакарнӑ. Анчах ку самантпа усӑ куракансем тупӑннӑ: саккуна пӑсса пассжирсене турттаракансем пуррине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май мунипалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсене электронлӑ пропуск пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье Таиландран таврӑнайман. Чӑваш Ен Элтеперӗн Аддминистрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьен майӗ те, укҫи те пулман. Ҫапла, ют ҫӗршывсене халӗ самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха илсе килмелли рейссем ҫеҫ сайра-хутра хутлаҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемьене тӑван тӑрӑха тавӑрма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ҫине тӑма тивнӗ. Раҫҫей Правительствин ертӳҫин ҫумне Татьяна Голиковӑпа Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та ура ҫине тӑратма тивнӗ. Тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье ӗнер Бангкокран Хусана вӗҫсе килнӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье карантина Хусанти обсерваторире ирттерет. Пирӗн тӑрӑхри 200 ытла ҫын ҫак кунсенче чикӗ леш енче. Вӗсем — тӗнчери 40 ҫӗршывра. |
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Муркашри перевозчик тухтӑрсене виҫӗ кун тӳлевсӗр илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ ҫак йывӑр тапхӑрта ӗҫлекен специалистсене пулӑшасшӑн. «Шупашкар – Муркаш» ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрут медицина ӗҫченӗсене ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче тӳлевсӗрех лартса кайӗ. Вӗсен справка ҫеҫ кӑтартмалла. Палӑртмалла: усламҫӑ Николай Никитин кунашкал акцие пӗрремӗш хут ирттермест. 2006 ҫулта вӑл юбилей ячӗпе мӗнпур пассажира пӗр кун тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Ун чухне ҫынсем тӗлӗннӗ. Кайран кун пек акци 2011 тата 2016 ҫулсенче иртнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Муркашран Шупашкара ӗҫлеме ҫӳрекен тухтӑрсем самаях. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() f-m.store/volga сайтри сӑн Мари Элте пӗр ҫамрӑка шыранӑ. Ӑна вара Чӑваш Енре тупнӑ. Ҫак каччӑ хӑй ӑсталанӑ кимӗпе Атӑл урлӑ Сӗнтӗрвӑрри районне ишсе ҫитнӗ. Вӑл – 15 ҫулта. Ӑна ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи кану бази территорийӗнче хуралҫӑ асӑрханӑ. Арҫын ача каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ӑсталанӑ кимӗпе ишеве тухнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хуралҫӑ арҫын ача пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ ҫав ачан сывлӑхӗ чиперех. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ патне тавӑрнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк тӗлӗшпе преступлени туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Твиттер тата Яндекс сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж Кӑшӑлвирус сарӑласран йышӑнакан мерӑсем кунран кун ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑва праҫникӗнче (Шупашкар районӗнче Кӑчӑкӑ уявне ҫавӑн пек те калаҫҫӗ) чиркӳсене кайма сӗнменччӗ, Турра ӗненекенсем ҫапах та итлесшӗнех пулмарӗҫ. Мӑнкунта та ҫавӑн пек пуласран республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Паянтан Чӑваш Енри мӗнпур чиркӗве тата тӗнпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене кайма чарнӑ. Мӗнпур конфесси ҫыннисен ҫавна пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне ҫӑва ҫине те кайма юрамасть. Ҫын вилсен (Турӑ сыхлатӑр та) пытарма ҫывӑх ҫынсен ҫеҫ хутшӑнма юранине каланӑ хушура. ...Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: ялсенче шӑтӑк алтма мӗнпур йыш пухӑнать — унта экскаваторпа усӑ курмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлепе Чулхула чиккинче те пропуск пункчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах май, кӑшт маларах Етӗрне районӗн чиккинче урӑх регионтан килекенсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Йӑлтах – кӑшӑлвируса пула. Понтонлӑ каҫӑ урлӑ документ кӑтартсан ҫеҫ каҫма пулать халӗ. Инспекторсем Чулхула облаҫне унта прописка пур пулсан ҫеҫ ярӗҫ. Кӳршӗ облаҫрен вара Чӑваш Енре прописка пур пулсан ҫеҫ кӗртӗҫ. Чулхулара пурӑнкансен, ӗҫлекен ҫынсен код кӑтартсан ҫеҫ чикӗ урлӑ каҫма май пур. Чӑваш Енрисенчен справка ытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shymkent.enbek.gov.kz сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеттерме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Влаҫ органӗсенче ҫамрӑксем сахаллине кура вӗсем валли Карьера кунӗсем ирттересшӗнччӗ. Кӑҫалхине ака уйӑхӗнче йӗркелессине хыпарланӑччӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара Карьера кунӗсене ирттермӗҫ. Кун пирки Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. ЧР Элтеперӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Карьера кунӗсене каярах йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус чирӗллӗ ҫынсемпе хутшӑнура пулнисем карантина ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторире ирттереҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта паян — 42 ҫын. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра обсерваторие ҫаврӑннӑ санатори айлӑмлӑ вырӑнта тата вӑрманта вырнаҫнӑ. Ҫывӑхра ялсем ҫук. Ҫавна май унта карас ҫыхӑнӑвӗ начар. Карантина лекнисене ку лару-тӑру тивӗҫтермен. Карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗри, «МТС», санатори территорийӗнче мобильлӗ станци вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл икӗ кунта пурнӑҫланӑ. Ӗҫе республикӑн Информполитика министерстви пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Карантина санаторири обсерваторире ирттерекенсене «МТС» сим-карттӑсем валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянхи канашлура каланӑ. Мероприятире кӳлмекпе Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетес ыйтӑва тишкернӗ. Хӗрлӗ лапама ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтересшӗн. Кайран кӳлмеке ҫӗнетме пуҫӑнмалла. Планпа килӗшӳллӗн — 2021 ҫулта ҫеҫ. «ДОРИСС» предприятин пуҫлӑхӗ Всеволод Рощин ӗҫе унччентерех пуҫӑнма сӗннӗ. Компани кӑҫалах юсама тытӑнма хатӗр иккен. Олег Николаев предприятие тата хула администрацийӗн пуҫлӑхне Олег Николаева хастар ӗҫшӗн тав тунӑ. Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Стройминӗпе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствисене проекта аталантарма уйӑракан укҫан пӗр пайне 2021 ҫултан 2020 ҫула куҫарас ыйтӑва тишкерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Ӗҫлев министерстви ӗҫсӗррисене уйӑхсерен 12 пин те 130 тенкӗ тӳлеме май паракан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унччен ку пособин чи пысӑк виҫи уйӑхсерен 8 пин тенкӗпе танлашатчӗ. Кӑшӑлвируса пула ҫынсем ӗҫсӗр юлнине кура пособи виҫине ӳстерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑй хушнӑччӗ. Унтан та ытларах. Пособие кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пурне те 12130 тенкӗ тӳлесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ укҫин виҫине шута илмесӗр. Ӗҫсӗр ҫыннӑн ача-пӑча пулсан кашни тӗпренчӗкшӗн 3-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ӗҫсӗр юлнине ҫирӗплетме ӗҫ кӗнекин копине, ӗҫрен хӑтарнине ҫирӗплетекен приказа, юлашки виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫине кӑтартакан справка илсе ҫӳреме кирлӗ мар. Яваплӑ ведомствӑсем ку хута хӑйсемех ыйтса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |