Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Николай Бударин космонавта професси уявӗпе саламланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. «Космонавтика кунӗпе, туссем! Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – наци мӑнаҫлӑхӗн, профессионализм ҫитӗнӗвӗн тата мӗнпур ҫӗршывӑн талпӑнӑвӗн кунӗ. Космос отраслӗн аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗпе эпир кунсерен усӑ куратпӑр. Пуласлӑх технологийӗсем пирӗншӗн тахҫанах кулленхи куна ҫаврӑнчӗҫ. Ҫав технологисем пулӑшнипе хамӑрӑн ентешӗмӗре Николай Михайлович Бударин космонавта уяв ячӗпе саламлама пултартӑм», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев. Чӑваш Ен тӗнчене харӑсах виҫӗ космонавта парнеленине палӑртнӑ вӑл. Андриян Николаев, Муса Манаров тата Николай Бударин ячӗсем Чӑваш Ен историйӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырӑннине асӑннӑ. «Эпӗ вӗсен паттӑрлӑхӗпе хавхаланатӑп. Тӳпе пирки ӗмӗтленсе вӗсен мӗн тӳсме тивнине ачасене каласа кӑтартатӑп», – ҫырнӑ Олег Николаев Инстаграмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ алла ҫыхмалли сехет туянать. Пӗтӗмпе 300 штук. Вӗсенчен ҫурри — хӗрарӑмсем валли, тепӗр ҫурри — арҫынсем валли. Сехечӗ ахальли мар. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер пулӗ вӑл. Сехет хатӗрлекен валли 779 100 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр сехет хакӗ 2 пин те 597 тенке ларӗ. Контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн сехете 10 кунта хатӗрлесе памалла. Сехет классика формиллӗ пулмалла. Циферблатӑн варринче Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳкерчӗк вырнаҫтармалла. Сехетӗн хыҫал енне «От главы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Элтемерӗнчен) тесе ҫырса хурӗҫ. Сехет латуньтен хатӗрлӗҫ. Ылтӑн евӗр тӗслӗ пулӗ вӑл. Арҫын сехечӗн диаметрӗ 38 мм, хӗрарӑмӑн 28 мм пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшу пульницин архивӗнчи сӑн Паян Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа чирлени пирки сайтра хыпарларӑмӑр. Каҫ енне тепӗр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа паян кӑшӑлвируспа чирлӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те – Чӑваш Ен ҫыннисем, Мускавран килнӗскерсем. Ку та Мускавра анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илеймен – республикӑна ҫитнӗ. Ҫак икӗ ҫынран пӗри – автобуспа, тепри хӑйӗн машинипе ҫитнӗ. Ку арҫыннӑн тӑванӗсенчен анализ илнӗ, вӑл тата кампа хутшӑнма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫапла майпа паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 4 ҫын чирленӗ, вӗсенчен пӗрине пульницӑран киле янӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хут уйӑрттарса пӗрлешме юрамӗ. Ҫапах, республикӑри юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗрине ҫырӑнма ирӗк парӗҫ. Анчах уява хӑнасене чӗнме юрамӗ. ЗАГСа хӑнасемсӗр каяс килмесен уява каярах куҫарма тивӗ. Хӑш куна куҫарасси пирки кайран ЗАГС ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен уйрӑлма та юрамӗ. Акан 3-мӗшӗччен панӑ заявленисене уйрӑм йӗркепе пӑхса тухӗҫ. Документсене илме вара чӗнсе илӗҫ. Аса илтерер: ку йӗркесене вӑхӑтлӑха тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнине кура йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Руслан Минаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери аэропорт» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр юлӗҫ. Аэропортри ӗҫ вырӑнӗнче хуралҫӑсем, юристсем, бухгалтерсем тата администраци персоналӗ – пурӗ 26 ҫын — юлӗҫ. «Паян пирӗн штатра 234 ҫын. Вӗсенчен 200-е яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттермӗпӗр. Вӗсене эпир окладӑн 2/3-мӗш пайне тӳлесе тӑрӑпӑр», – пӗлтернӗ аэропортӑн тӗп директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ канашлура. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шупашкара «Победа» авиакомпани килме пӑрахӗ. Вӑл Шупашкара килекен авиарейссен 85 процентне пурнӑҫланӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен «Мускав-Шупашкар» направленипе «Нордвинд» авиакомпани те ҫӳреме пӑрахрӗ. Аэропорт халӗ урӑх авиакомпанисемпе калаҫу ирттерет. |
Республикӑра
![]() yandex.com сайтри сӑн Коронавирус сарӑлнӑ май ваттисене килте ларма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре 60 ҫултан асӑраххисем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене ҫак чир уйрӑмах ернине шута илсе вӗсене килте ларма сӗннӗ. Анчах лавккана каймалла-ҫке-ха. Мӗн тумалла? Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Палӑртмалла: республикӑра 60 ҫултан аслӑ 200 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсене пулӑшас тӗллевпе правительство ҫак ӗҫе нимеҫӗсене явӑҫтарнӑ. Ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8-800-201-32-60. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫ, эмелсем илсе килсе парӗҫ. Каласа хӑварар: РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе Чӑваш Енре пурӑнакнсенчен чылайӑшӗ килте ларать, урама тухмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫланӑ. Анчах ӑна пула пушар тухма пултарнине асра тытмаҫҫӗ ахӑртнех. Республикӑра кун пек тӗслӗхсем пулни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Улатӑрта вӑрман участокӗ ҫуннӑ. Пӗтӗмпе - 90 гектар. Пушар типӗ курӑк ҫунтарнӑран тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Вӑрманти пушара 110 ҫын сӳнтернӗ, 14 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк сӳнтерме 12 хутчен тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем Элӗк, Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Шупашкар хулинче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман республикӑра типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче кунашкал темиҫе тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ вун-вун тӗслӗхе шута илнӗ. Атӑл леш енче, халӑх каннӑ вырӑнта, типӗ курӑк хыпса илнӗ 40 ытла тӗслӗх пулнӑ. Тӳре-шара ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтать. Тепӗр хутчен аса илтерер: ку тапхӑрта, коронавирус саралнӑ чухне, килте ларма хушнӑ тӑк ҫакна пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян республикӑра ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Анчах РФ Президенчӗ Владимир Путин коронавируса пула килтен тухса ҫӳреме сӗнмен. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри шута илмен – ҫутҫанталӑк лапамне канма кайнӑ. Атал леш енче, Сосновкӑра тата Октябрьски поселокӗнче, ҫул хӗрринче машинӑсем лартса тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унта канмалли вырӑнсене йӑлтах йышӑнса пӗтернӗ. Аса илтерер: Владимир Путин пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен ҫынсене ӗҫлеме сӗнмен. Ҫакна коронавирус тӑрук хӑвӑрт сараласран тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gagarinmall.ru сайтри сӑн Раҫҫейри хӑш-пӗр регион, ҫав шутра Чӑваш Ен те, коронавируса пула йышӑнма сӗннӗ мерӑсене пурнӑҫламан-мӗн. Регионти влаҫсене кинотеатрсене, ачасен вылямалли пӳлӗмӗсене, каҫхи клубсене, йышпа канмалли ытти вырӑна пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех хупма каланӑ иккен. Ҫакна 38 регионта ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ, ыттисем ку ыйтӑва вӑхӑтра татса паман. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Кинотеатрсен харпӑрҫисен ассоциацийӗ ҫак ыйтӑва вӑхӑтра татса паман хуласен списокне хатӗрленӗ. Унта ҫаксем кӗнӗ: Белгород, Волгоград, Йошкар-Ола, Астрахань, Иркутск, Новосибирск, Ярославль тата Шупашкар. Палӑртмалла: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кинотеатрсене пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |