Республикӑра
![]() vladtime.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Якаткасси ялне васкавлӑ медпулӑшу килнӗ те пылчӑк ӑшне кӗрсе ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу яла ирхи 8 сехет те 50 минутра ҫитнӗ. Анчах вӗсем пациентӑн килӗ патне ҫитеймен – лачака ӑшне лакса ларнӑ. Фельдшер пациент патне ҫуран кайнӑ. Водитель лачака ӑшӗнчен хӑй тӗллӗн тухайман. Кӗҫех трактор пулӑшма ҫитнӗ. Хӑватлӑ техника ӑна туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ялтан 10 сехет те 40 минутра ҫеҫ тухса кайнӑ. Вырӑнти администраци ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫула пӗлмесӗр урӑх енчен яла кӗнӗ. Унта лайӑхрах ҫул та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ҫӗршывран тухса ҫӳреме чарнӑ. Анчах ку чарӑва йышӑниччен ют тӑрӑха вӗҫнӗ ҫынсем пур-ха. Чӑваш Енре пурӑнакан 230 ҫын хальлӗхе киле таврӑнайман. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире. Республика правительстви унашкал ҫынсене киле таврӑнма пулӑшать. Ҫу уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче Раҫҫее ҫынсене самолетпа илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ – Чӑваш Республикинчен. Ҫак ҫынсен ЧР правительстви Мускаври «Шерметьево» аоэропортра кӗтсе илмелле тунӑ. Вӗсене халӗ Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. «Вӑрманти юмах») санаторие вырнаҫтарнӑ. Унта вӗсем 14 кун пурӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара халӑхӑн хӑш-пӗр пайне пӗртте ҫӑмӑл мар. Уйрӑм усламҫӑҫемпе тепӗр пӗчӗк предприятисем хупӑннипе хӑшӗсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Патшалӑх пулӑшасси пирки пӗлтерсен те ыйтусем пӗрех ҫуралаҫҫӗ. Сӑмахран, 16 ҫула ҫитмен ачасене укҫа тӳлеҫҫӗ-ха, ҫав вӑхӑтрах 18 тултарнисем ҫеҫ ҫул ҫитнисем ҫеҫ шутланаҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсен те патшалӑх пулӑшӑвне илес килет. Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ министрӗ Алёна Елизарова, РФ Пенси фончӗн, РФ Социаллӑ страховани фончӗн республикӑри управленийӗсен специалисчӗсем хуравлӗҫ. Халӑхӑн ыйтӑвне хуравламалли лапам — «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) паблик. Ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуравлӗҫ. Миҫерех тӳрӗ эфира тухассине хальлӗхе уҫӑмлатман. Ыйтусене пабликри пост айӗнче йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ыйтма юрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() day.org.ru сайтри сӑн 17 ҫулти каччӑ тӑванӗн укҫине вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакна вӑл телефонпа усӑ курса тунӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ку ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, ун чухне ҫав каччӑ Канаш хулинче пурӑнакан 43-ри тӑванӗн килӗнче пулнӑ, укҫа-тенке хӑйӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑкскер тӑванӗн укҫине мӗн чухлӗ вӑрланине Следстви комитечӗн сайтӗнче палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() пользователя Тёма Волк в Янд yandex.kz «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани Шупашкартан Мускава тата Питӗре вӗҫме каллех билетсем сутма тытӑнасшӑн. Рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗҫ. Билетсем пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулассине пӗлтереҫҫӗ – ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вӗҫекен рейс ҫине багажсӑр 1999 тенкӗ тӑрать. Питӗре вӗҫме вара 2999 тенкӗ кирлӗ. Вӗсене ӗнертенпе сутма тытӑннӑ. Каласа хӑварар, «Победа» авикомпани самолетсене кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласан вӗҫтерме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() b.ru сайтри сӑн Тӗнчере, Раҫҫейре кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен Чӑваш Енре общество вырӑнӗсенче, лавккасенче, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта, общество транспортӗнче, таксире маска тӑхӑнмалла. Тен, кун пирки хальлӗх пурте пӗлмеҫҫӗ. Паян тата ыран Шупашкарта мобильлӗ ушкӑнсем маска тӑхӑнмалли пирки пӗлтерсе ҫӳрӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе, маска тӑхӑнманшӑн протоколсем ҫырма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ чи кирли штрафсем мар, ҫынсен сывлӑхӗ пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче наци проекчӗсене пурнӑҫлама 1 миллиард та 575,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл ҫулталӑкри тӗллевӗн 14 проценчӗ пулать. Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтри танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 4 процент нумайрах. Цифрӑсене Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков пӗлтернӗ. Пирӗн тӑрӑхра федерацин 11 наци проектне кӗрекен 67 ҫум-проектӗнчен 51-шӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Вӗсен шутӗнче культурӑпа, ял хуҫалӑхӗпе, вӗренӳпе, ҫул-йӗр строительствипе тата ытти нумай енпе ҫыхӑннисем пур. Пӗр уйӑх каялла пирӗн республикӑра наци проекчӗсемпе паллаштаракан пӗрлехи информаци ресурсӗ np.cap.ru ӗҫлесе кайрӗ. Портала республика ертӳҫи Олег Николаев хушнипе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Маттур чӑваш арӗ, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке хӑй унччен лартнӑ йывӑҫсен йышне тата пуянлатнӑ. Фейсбукра вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта тата тепӗр 75 хунав лартнӑ. Ытларах — хырсем. «Чӑн-чӑваш Ҫуттӗнчепе пӗрле пурӑнать, сывлать...», — ырланӑ Юрий Туринкен пархатарлӑ ӗҫӗ пирки вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ Микулай Павловский. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра «Астӑвӑм пахчи» акци пуҫарчӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланчӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ 27 миллион салтака асӑнса ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ӑҫта миҫе хунав лартнине садпамяти2020.рф сайта пӗлтерме май туса пачӗҫ. Маларах асӑннӑ Юрий Туринке хунавсене акцие хутшӑнас тӗллевпе мар, чун ыйтнипе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ria56.ru сайтри сӑн Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче рак тытакан браконьера тытса чарнӑ. Арҫын саккуна пӑсни паллӑ. 57 ҫулти арҫын Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнать. Хайхискер Сӑр юханшывӗ хӗрринче саккуна пӑсса рак тытнӑ. Транспорт полицийӗ ӑна тытса чарсан 575 рак туртса илнӗ. Унӑн ҫак чӗрчуна тытмалли хатӗр те пулнӑ. Ӑна тата тытса илнӗ. Ҫӗмӗрле ҫынни 575 рак тытса шыв биологи ресурсӗсене 132 пин те 250 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Раксене каялла шыва янӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Сӑмах май, раксене кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене тӗрмесемпе следстви изоляторӗсенче те паллӑ тунӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тытӑмри учрежденисенче палӑк та уҫнӑ, пултарулӑх конкурсӗ те ирттернӗ. Юсанмалли 3-мӗш колонире (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура монумент уҫӑлнӑ. Унта учрежденин ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салатксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Олег Федоров патриотизмпа ҫыхӑннӑ мероприятисене малашне палӑк умӗнче йркелессине палӑртнӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Изолятора лекнисем ҫар тематикипе ҫыхӑннӑ япаласем ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |