Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче паллашнӑ хӗре 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл 560 пин доллар илессе шанса ҫапла хӑтланнӑ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти арҫын пӗлтӗр тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫырӑннӑ. Хайхи савни ӑна качча тухма шантарнӑ, ҫакна ҫирӗплетсе вӑл 560 пин доллар упрама ярса панӑ-мӗн.
Пысӑк укҫа арҫыннӑн пуҫне те, чӗрине те ҫавӑрса янӑ. Унччен те пулман – укҫана илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухнине пӗлтернӗ. Авланма хатӗрленнӗ арҫын ним шухӑшламасӑр 1,7 млн тенкӗ кредит илнӗ, юпа-чӳк уйӑхӗсенче тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл долларсем килессе кӗтнӗ. Анчах укҫа ҫитеймен. полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.