Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Юрий Туринке 75 хунав лартнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 13.05.2020 19:31 | 278 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Маттур чӑваш арӗ, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке хӑй унччен лартнӑ йывӑҫсен йышне тата пуянлатнӑ. Фейсбукра вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта тата тепӗр 75 хунав лартнӑ. Ытларах — хырсем.

«Чӑн-чӑваш Ҫуттӗнчепе пӗрле пурӑнать, сывлать...», — ырланӑ Юрий Туринкен пархатарлӑ ӗҫӗ пирки вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ Микулай Павловский.

Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра «Астӑвӑм пахчи» акци пуҫарчӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланчӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ 27 миллион салтака асӑнса ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ӑҫта миҫе хунав лартнине садпамяти2020.рф сайта пӗлтерме май туса пачӗҫ.

Маларах асӑннӑ Юрий Туринке хунавсене акцие хутшӑнас тӗллевпе мар, чун ыйтнипе лартнӑ.

#Мӑн Сӗнтӗр, #ҫутҫанталӑк, #акцисем, #тӗнче тетелӗ, #Муркаш районӗ, #йывӑҫсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йӑлӑмра йывӑҫ лартӗҫ
2019, 09, 24
Вӑрманта каснӑ лӑс туратлӑ чӑрӑш хакла ларӗ
2019, 12, 17
Ваттисене чӑвашла асӑннӑ
2020, 04, 04
Муркашри усламҫӑ тухтӑрсене маршруткӑпа тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗ
2020, 04, 17
Чӑваш Ен ертӳҫи бокс перчетки тӑхӑннӑ
2020, 05, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org