Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма сӑмакун сутнӑшӑн айӑпланӑ. Юрать-ха, штрафпа хӑтӑлнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, 1,5 литр сӑмакуна 200 тенкӗпе сутнӑ. Унӑн хаярлӑхӗ 38,1 процент пулнӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫынсен килте туса кӑларнӑ эрехе сутма юраманни пирки пӗлнӗ.
Судра хӗрарӑм хайӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Ҫапах ку яваплӑхран хӑтарман, ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.