Республикӑра
![]() 2gis.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан арҫын кӳрши тӗлӗшпе ҫӑхавланӑ. Ку кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ҫак арҫын кӳршине кӳреннӗ. Лешӗ виҫӗ ҫул каялла рабочисем татнӑ вутта хӑйӗн валли илнӗ. Ку вара вӑл ӑна хӗненӗ тесе полицие ҫӑхав ҫырнӑ. Хайхискер участковӑя пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳрши ҫапнӑран унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ. Чӑннипе вара вӑл хӑй ӳксе суранланнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче арҫын айӑпне йышӑнса веҫӗх ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна кӳреннӗрен ҫӑхавланӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |