Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви транспортра кӑшӑлвирусран асӑрханас енӗпе хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине мобильлӗ укшӑнсем пӗрмай тӗрӗсленине пӗлтерет. Пассажирсене турттаракансене мобильлӗ ушкӑнсем 60 протокол ҫырса панӑ. Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухас лару-тӑрура хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнисен тӗлӗшпе шӑрҫаланӑ протоколсене суда ярса параҫҫӗ. Аса илтерер: уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предпринимательсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприятисене — 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |