Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Йӗпреҫри вӑрман касакан хӗрарӑма Пӗрремӗш канал кӑтартӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 09.01.2021 18:56 | 339 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пӗрремӗш канал Чӑваш Енри вӑрман касакан хӗрарӑма кӑтартӗ. «Доброе утро»(чӑв. Ырӑ ир) телекӑларӑмра Галина Житовӑпа паллаштарӗҫ. Репортажа Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳкернӗ. Сюжет эфира кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче тухмалла.

Маларах ку професси хӗрарӑмсен шутланман. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн темиҫе профессие хӗрарӑмсем те алла илейӗҫ.

Галина Житова — Чӑваш Енри вӑрман касакан пӗрремӗш хӗрарӑм. Вӑл икӗ ҫул ӗнтӗ вӑрман касать. Ун валли ятарлӑ пӗлӳ тата удостоверени илнӗ.

Хӗрарӑмӑн ашшӗ те ӗмӗрӗпех вӑрман каснӑ. Галина журналистсене каланӑ тӑрӑх, профессие вӑл ашшӗне кура суйланӑ.

#МИХсем, #телекуравсем, #Йӗпреҫ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Журналистсене те медаль парӗҫ
2020, 01, 06
Чӑваш Енри хӗр «ТНТ»-ра хитреленнӗ
2020, 08, 01
Шупашкар ҫыннине «СТС» канал кӑтартӗ
2020, 09, 03
Чӑваш апачӗпе Мускаври телекӑларӑм паллаштарӗ
2020, 10, 11
Раштав кӗллине НТРК тӳрӗ эфирта кӑтартӗ
2021, 01, 05

Комментари:

Agabazar // 3567.73.2247
2021-01-09 20:27
Agabazar
Пĕрремĕш мар. Мана анне те, кукамай та, хăйсем каласа панă тăрăх, вăрман касма çÿренĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org