Республикӑра
![]() Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче килӗнче нумаях пулмасть Иранти ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Ҫакӑн пирки Никита Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Тӗнчесем патӗнче Джафар хӑналаннӑ. Вӑл Мускава Шупашкар урлӑ кайма тухнӑ. Шел те, Никита ҫав вӑхӑтра килте пулман. Аса илтерер: Тӗнчесем тӗнче курма велосипедпа кайнӑ. Малтан вӗсем Финляндинчен Европӑна ҫитнӗ. Виҫӗ уйӑхлӑх виза вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫемье темиҫе ҫӗршывра пулнӑ. Кайран Барселонӑран паромпа Африкӑри Марокко ҫӗршывне ишсе каҫнӑ. Ҫемье Америкӑна самолетпа кайма укҫа пухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапла, ҫемье. Ҫулҫӳреве Никита Настя мӑшӑрӗпе тата ҫулталӑкри Ая хӗрӗпе тухса кайнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫемье Мароккӑна Чӑваш Енрен кайнӑ ҫынпа тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://forum.na-svyazi.ru/ сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тата уполномоченнӑйсен аппарачӗсем ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ. Ҫӗнӗ ҫуртах мар-ха. Ҫӗнӗ вырӑна. Вӗсем наркотӗрӗслев вырнаҫнӑ ҫуртра пулӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: тытӑма федераци шайӗнче пӗтерсе Шалти ӗҫсен министерствине куҫариччен ҫав ведомство Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ унта 2017 ҫулччен ӗҫлерӗ. Тытӑма 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтерчӗҫ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче наркополицейскисем Шупашкарти Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫурта куҫрӗҫ. Пушӑ пӳлӗмсене 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тесе ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине тата Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнай аппаратне (вӑл Чӑваш Наци вулавӑшӗнче вырнаҫнӑ) тата Усламҫасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне (вӑл Республика лапамӗнче вырнаҫнӑ) пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ произоводство пӗрлешӗвӗ хӑйӗн черетлӗ кунне уявланӑ. «Ҫавра» датах мар та (савут 78 ҫул тултарнӑ», пӗрех халӑхпах палӑртнӑ ҫав куна. Хальхинче уяв «Салют» культура керменӗнче иртнӗ. Унта предприятире паян ӗҫлекенсемпе пӗрлех ветерансене йыхравланӑ. Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ хӑнасене. Саламлама пынисен хушшинче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ ҫумӗ Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Тимофеев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Виктор Горубнов пулнӑ. Уява савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников уҫнӑ. Савут ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене Андрей Максимов электросварщик, Василий Орлов водитель, Надежда Семенова тата Гельсина Шарафутдинова контролерсем, электроснабжени цехӗн пуҫлӑхӗ Виталий Ухватов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 10 ҫулти ачишӗн чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ҫакна кура малтан ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман, алимент парӑмне татман. Вӑл ӗҫе вырнаҫма та тӑрӑшман. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Нумаях пкулмасть арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Алимент тӳлемен ашшӗне судья ҫирӗп режимлӑ колоние 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ача-пӑча скверне хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Ҫав ятпа унта пысӑк пуҫлӑхсем таранах пухӑннӑ. Пӗчӗккисен лапамне «Комфортная городская среда» (чӑв. Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ) программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Скверта ачасем валли аттракционсем, вылямалли япаласем вырнаҫтарнӑ, тӗмсем лартнӑ. Шупашкар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе «Дорстройсервис» общество пурнӑҫланӑ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: сквера чылай вӑхӑт турӗҫ. Сквера уҫнӑ ятпа хӗрлӗ хӑю касма Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев, Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин хутшӑннӑ. Владимир Вершинин подрядчика ырласа сӑмах каланӑ, сквер поселокӑн мӑнаҫлӑхӗ пулӗ тесе палӑртнӑ, ыттисем патшалӑх тавралӑха хӑтлӑх кӳме укҫа-тенкӗ уйӑрнипе хӑпартланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри виҫӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Сӑмах май, кунашкал наградӑна тӑватӑ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ. Орден медальне Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мешковсем илнӗ. Александрпа Валентина 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, ултӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачисем маттур: конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ, кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ. Мешковсем республикӑри конкурсра та палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Чӑваш Енре пурӑнакан Виктор тата Наталия Кротовсем, Алексей тата Наталия Шиловсем тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырассине Чӑваш халӑх сайчӗ https://www.chuvash.org/news/23374.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парать. Пирӗн тӑрӑхра унта 3179 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 53 лапамра диктант ҫырнӑ. Регионти вӑтам балл 57,8-пе танлашнӑ. Диктант ҫырнисен вӑтам ҫулӗ — 27. Чи асли 81 ҫулта, чи кӗҫӗнни 8-та пулнӑ. Диктант 30 ыйтуран тӑнӑ: 20-шӗ — федерацин пур субъекчӗ валли пӗр йышшисем, тепӗр 10-шне регионсен хӑйне евӗрлӗхне шута илсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве тӗрӗслеме 45 минут панӑ. Хуравсемпе 100 балл пухма май килнӗ. Хӑйсен пӗлӗвне хаклас тесен диктант авторӗсем Пысӑк этнографи диктанчӗн официаллӑ сайтӗнче www.miretno.ru онлайн-мелпе ҫырма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vedtver.ru сайтри сӑн Вӗсем пӗр кунра, пӗр ҫулта ҫуралнӑ, вӗсен хушамачӗ, ячӗ, ашшӗн ячӗ пӗрешкел. Ҫакна пула приставсем вӗсене арпаштарнӑ. Пӗрин парӑм пулнӑ, теприн ҫук. Приставсем пӗрремӗшне парӑма татма ыйтса халтан янӑ. Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнакан хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, приставсем ӑна парӑма татма ыйтаҫҫӗ, анчах нимӗнле парӑм та ҫук-ха. Вӑл – ҫавнашкал ятлӑ, Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн иккен. Суд приставӗ даннӑйсен базинче ҫавӑн пекех ятлӑ хӗрарӑма тупнӑ та унӑн счечӗсене арестленӗ. Лешӗн прокуратурӑран пулӑшу ыйтма тивнӗ. Юлашкинчен приставсем вӗҫне-хӗрне тухнӑ, хӗрарӑмран каҫару ыйтнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн каллех счечӗсем хупӑннӑ. Шӑпах кун хыҫҫӑн вӑл прокуратурӑна ҫитнӗ. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ, суд приставӗсен федераци служби тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ulpravda.ru сайтри сӑн Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета. Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен. Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ. Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ. Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |