Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн айӑпланӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 11 ҫулти хӗрне вӑл лайӑх пӑхман. Ача санитари тӗлӗшӗнчен хура пӳртре пурӑннӑ, вӗренме, канма, ҫывӑрма условисем пулман. Ку кӑна мар, хӗрачан куллен апат ҫиме те май пулман. Ӳсӗр ашшӗ унпа тӑтӑшах хирӗҫнӗ, хӗненӗ.
Ку тӑрӑ шыв ҫине епле майпа тухнӑ-ха? Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ӑна ашшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва хускатнӑ. Тавӑҫа судра пӑхса тухнӑ чухне ашшӗ хӗрне хӗнени пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан опекунпа пурӑнать.
Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑйӗн айӑпне йышӑннине шута илсе ӑна 280 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.