Чӑваш Енре коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлемелли хаксем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑри тӳре-шара ӗнерхи брифингра пӗлтернӗ.
Ҫутӑшӑн ҫитес ҫулхи хула ҫыннисем хальхинчен 12 пус ытларах тӳлеме тытӑнӗҫ, хак 3 тенкӗ те 60 пуса ҫитӗ, ялтисемшӗн тата ҫутӑ плитисемпе усӑ куракансемшӗн хак 8 пус ӳссе 2 тенкӗ те 52 пуспа танлашӗ.
Ҫутҫанталӑк газӗ пӗр куб метршӑн 6 тенкӗ те 6 пуса ларӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн хула ҫыннисем хальхинчен 2 тенкӗ те 13 пус нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ, ҫак тӑкак виҫи 64 тенкӗ те 89 пуса ҫитӗ; ялта 51 тенкӗ те 71 пус пулӗ е 1 тенкӗ те 69 пус хакланӗ.