Ҫурт-йӗр
![]() Эконом-класлӑ ҫурт-йӗре ытларах хута яма тӑрӑшмалли пирки республикӑн Правительство ҫуртӗнче строительство комплексӗнче, ҫул-йӗр, кредитпа финанс организацийӗсенче тӑрӑшакан ертӳҫӗсемпе ирттернӗ канашлура Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе 840 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ, виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан ку вӑл 98 процент пулать. Строительство организацийӗсенчен лайӑхпа «СУОР», «3-мӗш стройтрест», «Иско-Ч», «Отделфинстрой и Партнеры», «Старко» предприятисене палӑртнӑ. Строительство министрӗ Олег Марков ҫавӑн пекех «СУ-ИНКОСТ», «СУ-20», «ТУС», «Мастерстрой» обществӑсене, «Центр» строительство комбинатне асӑннӑ. Министр строительство валли ҫӗре уйӑрса хунине, вӑл ҫитес пилӗк ҫул валли те ҫитессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ. Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ. Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ отрасльте тӳлевпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Кӑҫалтан. Кӑрлач уйӑхӗнчен. Пӗрремӗшӗнчен, хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисене пысӑк пени тӳллетерӗҫ. Иккӗмӗшӗнчен, шыв счетчикӗ лартманнисене те пуҫран шӑлмӗҫ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӗсене валли норматива 3 хут ӳстерсе парасси пирки пӗлтереҫҫӗ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 5 хут. Счетчик лартма техника сӑлтавне пула май ҫуккисене кӑна ун пек норматив пырса тивмӗ. Счетчика хваттер хуҫисен хӑйсен шучӗпе ларттармалла. Мускавпа Питӗр хулинче 3–6 пине ларӗ, пӗчӗкрех хуласенче, сантехника компанийӗсем йышлӑ маррине кура тӑкак пысӑкрах пулма пултарать теҫҫӗ. Кунсӑр пусе ӳлӗмрен ҫӳп-ҫап турттарнишӗн хваттер лаптӑкне кура мар, унта миҫен пурӑннине кура тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене юлашки ҫулсенче тата тепӗр тӳлев хушса пачӗҫ: халӗ вӗсен ҫурта тӗплӗн юсассишӗн укҫа тӳлемелле. Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях кӑмӑлсӑрланнине нумайӑшӗ астӑвать ӗнтӗ. Ара пулмасӑр. Ахаль те ҫити-ҫитми укҫана тенкӗн-тенкӗн сыпӑнтарса пыракансемшӗн кашни тӑваткал метршӑн хушма укҫа тӳлесси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫынсем тӳлеме тытӑнса тӑнине кура иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пени хушма тытӑнчӗҫ. Ҫынсен хӑш-пӗр категорине капюсавшӑн тӳлеттерес марри пирки ҫӗршывра саккун проекчӗ хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫапла вара чӑн та, ун пек саккун тухрӗ. РФ Президенчӗ регионсене 80 ҫултан аслӑраххисене тӳлеттермелле мар тума ирӗк панӑ. I тата II ушкӑн инваличӗсен, сусӑр ачаллӑ ҫемьесен тата 70 ҫултан аслӑраххисене капюсавшӑн йӳнӗрех тӳлеттермелле тумалли пирки те каланӑ. Капюсав хакӗ кӑҫалтан пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 80 пуса ҫитрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кранри лӗкӗллӗ шывшӑн, пуҫтарман ҫӳп-ҫапшӑн тата квитанцири ытлашши нульсемшӗн управляющи компанисене кӑҫалтан штраф тӳлеттерме тытӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Российская газета» хаҫат. Хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан компанин хваттер харпӑрлӑхҫисене пахалӑхсӑр пулӑшушӑн ҫав тӳлевӗн 30 процентне, квитанцире тӗрӗс мар цифра кӑтартсан ҫав суммӑран ҫуррине штраф тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗрен шутласа памалли сӑмахсӑрах паллӑ. Управляющи компани шульӑкланнине ҫирӗплетсе парас тесен суда ҫитме тивӗ. Сӑмаха ҫирӗплетсе пама кӗнтелем ертсе каймалла. Вӗсем, сӑмахран, ҫутӑ е шыв чарса лартнине ҫирӗплетсе парайӗҫ. Пахалӑхсӑр пулӑшу пирки Республикӑн патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине ҫӑхавламалла. Унтисем йӗркеллӗ пулӑшӑва кама пула илейменнине палӑртӗҫ. Ҫавӑнти пӗтӗмлетӗве суда ярса парӗҫ. Компенсацие ҫынсене алӑран тыттармӗҫ. штраф шучӗпе управляющи компани куҫарса панӑ укҫа коммуналлӑ пулӑшушӑн тепӗр уйӑхра тӳленӗ чух усӑ курма кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗпреҫсемшӗн ку Ҫӗнӗ ҫул парни пулнӑ. Шӑрттан ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫурта хута янӑ. Кунта нумаях пулмасть уй пулнӑ, курӑк ешернӗ. Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ. Ӑна республика программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ, ҫӗнӗ ҫурта авариллӗ пӳртрисене куҫарӗҫ. Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР строительство министрӗ Олег Марков хутшӑннӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫурта куҫакансене Ҫӗнӗ ҫула савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илме суннӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та вӗсене ҫак ятпа саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев строительсене грамотӑсемпе чысланӑ. Ҫӗнӗ ҫурта 36 ҫемье куҫнӑ. Вӗсене уҫӑсем панӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ. Тӗрӗсрех, хваттер уҫҫипе. Кӳкеҫри Совет урамри нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра кил ӑшшине тупӗҫ вӗсем. Ахаль туянакансемпе танлаштарсан, социаллӑ программӑпа паракан хваттерсене пурӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ: урайне сарнӑ, стенисемпе маччисене те йӗркене кӗртнӗ. Хваттерте шыв, газ тата ҫутӑ счетчикӗсем, газ плити вырнаҫтарнӑ. Хваттерлӗ пулнисен халӗ сӗтел-пукан, кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр туянса лартасси тата ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма куҫасси кӑна юлать. Хваттер уҫҫине Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — градостроительство пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Елимов тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефимов тыттарнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 127-мӗш ҫурчӗнчи 2-мӗш корпуса кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакан ҫынсене хваттер уҫҫи панӑ. Ҫӑра уҫҫине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй тыттарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ тӑрӑх ҫемьене Михаил Васильевич саламланӑ, пурне те туслӑхпа юратура пурӑнма ырлӑх-сывлӑх телей суннӑ. Унта вӑл ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫарма пӗтӗмпе 5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнине, укҫа-тенкӗне тупма ҫӑмӑлах маррине пӗлтернӗ. Апла пулин те халӑх ыйтӑвне вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Ку хутӗнче тӑхӑр ҫемье хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах кивӗ хваттерте нушаланакансем те ҫук мар-ха. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян кӑна пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, унта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки пырать. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Есения Михайлова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем хӑрушлӑхра темелле. Вӗсен ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анма пултарать. Тӗрӗссипе, майӗпен арканма тытӑннӑ ӗнтӗ вӑл. Ҫынсем камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман. Пурӑнмалли условисем питӗ япӑх. Кирпӗч ҫурӑлать, мачча йӑтӑнать, путвалта — шыв. Кунашкал ҫурт — Коммунист урамӗнче. 35-мӗш ҫурт вӑл. Халӑх ҫурта авариллисен йышне кӗртмешкӗн тахҫанах талпӑнать. 2010 ҫулхи документсемпе килӗшӳллӗн, унта юсав тунӑ. Анчах ку хут ҫинче кӑна мар-ши? Кирпӗч нӳрӗ, никӗс йӗпенет — шурлӑхри пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем. Ҫурта 1978 ҫулта хӑпартнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи хутпа килӗшӳллӗн, ӑна йӗркеллӗ ҫурт тесех йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Танлаштарӑм (Рейтинг) Раҫҫейӗн информаци агентстви ҫурт-йӗр хакӗ тата ҫынсен тупӑшӗ ипотека кредичӗн ставкинчен ытларах витӗм кӳрет тесе пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла, ҫурт-йӗр хакӗ те, тупӑшӗсем те регионсенче уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫурт-йӗре ипотекӑпа туянма вӑй ҫитерекенсен хисепӗ те тӗрлӗрен. Чӑваш Енре, акӑ, кашни вуннӑмӗш ҫемье кӑна ипотекӑпа хваттер туянайрать тесе пӗтӗмлетнӗ хайхисем. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче, ав, кашни иккӗмӗш ҫемье ипотека кредичӗ илейрет. Ипотека кредитне халӑхра анлӑ сарас тесе мерӑсем йышӑнсан та (ҫав шутра процент ставкине чакарнине, ҫӗнӗ хваттер сутакан строительство компанийӗсем тӗрлӗ акци йӗркеленине тата ыттине кӗртме пулать) ҫынсемшӗн вӑл пурнӑҫа кӗрейми ӗмӗт пулса юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |