Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене савӑнтарасшӑн. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен республикӑра пурӑнакан 190 ветерана ҫурт-йӗр илмешкӗн сертификат парӗҫ.
Хальлӗхе ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн Чӑваш Енре 200 ытла ветеран черетре тӑрать. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Димитриев ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен пурте сертификата тивӗҫессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗччен черетре тӑракан ветерансен 95 процентне ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен 190 ветеран ҫӗнӗ хваттерлӗ пулӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнтерӳ кунӗнче республикӑра 2500 мероприяти ирттерме палӑртнӑ.