Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти хваттерсенче пурӑнакансен нумаях пулмасть тепӗр тӑкак сиксе тухрӗ. Халӗ вӗсен капиталлӑ юсав валли тесе укҫа тӳлесе пурӑнмалла. Хӑш ҫурта хӑҫан юсасси пирки вара кама мӗнле телей пӳрет темелле пулӗ. Пӗрисене пилӗк ҫултан юсӗҫ, иккӗмӗшӗсене — 10–15 е ытларахран. Ҫакна яваплисем ҫурт тӑрӑмӗпе ӑнлантараҫҫӗ.
70 ҫултан аслӑрах, ниҫта та ӗҫлемен тата пӗччен пурӑнакан кинеми-мучисене тӗплӗ юсавшӑн пирӗн республикӑра ҫур хакне кӑна тӳлеттермелле. 80 ҫулхи пӗччен ватӑсене вара 100 проценчӗпех компенсацилемелле. Кун пирки республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Сӑмах май каласан, паян чӑваш парламенчӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, унта ку саккуна пӑхса тухса йышӑннӑ.
Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен пӗччен пенсионерӑн капюсавшӑн вӑхӑтра тӳлесе пымалла, кайран укҫана кинеми-мучи счечӗ ҫине тавӑрса парӗҫ.