Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче патшалӑх корпорацийӗн правленийӗ Чӑваш Республикин заявкине ырланӑ. Унпа килӗшӳллӗн, республикӑри авариллӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫармашкӑн укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫапла майпа Чӑваш Республики ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫармашкӑн авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен 797,72 миллион тенкӗ илӗ. Регионтан вара тепӗр 616,84 миллион тенкӗ хушӗҫ.
Ку укҫа-тенкӗпе 181 кивӗ ҫуртра пурӑнакан 3582 ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах май, 2008-2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсамашкӑн тата авариллӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫармашкӑн 5,53 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Регион ку сумма ҫумне 3,69 миллиард тенкӗ хушнӑ.