Ҫурт-йӗр
![]() Есения Михайлова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем хӑрушлӑхра темелле. Вӗсен ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анма пултарать. Тӗрӗссипе, майӗпен арканма тытӑннӑ ӗнтӗ вӑл. Ҫынсем камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман. Пурӑнмалли условисем питӗ япӑх. Кирпӗч ҫурӑлать, мачча йӑтӑнать, путвалта — шыв. Кунашкал ҫурт — Коммунист урамӗнче. 35-мӗш ҫурт вӑл. Халӑх ҫурта авариллисен йышне кӗртмешкӗн тахҫанах талпӑнать. 2010 ҫулхи документсемпе килӗшӳллӗн, унта юсав тунӑ. Анчах ку хут ҫинче кӑна мар-ши? Кирпӗч нӳрӗ, никӗс йӗпенет — шурлӑхри пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем. Ҫурта 1978 ҫулта хӑпартнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи хутпа килӗшӳллӗн, ӑна йӗркеллӗ ҫурт тесех йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Танлаштарӑм (Рейтинг) Раҫҫейӗн информаци агентстви ҫурт-йӗр хакӗ тата ҫынсен тупӑшӗ ипотека кредичӗн ставкинчен ытларах витӗм кӳрет тесе пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла, ҫурт-йӗр хакӗ те, тупӑшӗсем те регионсенче уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫурт-йӗре ипотекӑпа туянма вӑй ҫитерекенсен хисепӗ те тӗрлӗрен. Чӑваш Енре, акӑ, кашни вуннӑмӗш ҫемье кӑна ипотекӑпа хваттер туянайрать тесе пӗтӗмлетнӗ хайхисем. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче, ав, кашни иккӗмӗш ҫемье ипотека кредичӗ илейрет. Ипотека кредитне халӑхра анлӑ сарас тесе мерӑсем йышӑнсан та (ҫав шутра процент ставкине чакарнине, ҫӗнӗ хваттер сутакан строительство компанийӗсем тӗрлӗ акци йӗркеленине тата ыттине кӗртме пулать) ҫынсемшӗн вӑл пурнӑҫа кӗрейми ӗмӗт пулса юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Олимпиада Епифанован та вӗренмелли ҫук мар Раҫҫейӗн Строительство министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамалли программӑн регионти операторӗсен професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енрен те унта хутшӑннӑ. Тест ыйтӑвне хуравланисен 50 ыйтуран сахалтан та 45-шне пӗлмелле пулнӑ. Анчах ун пеккисем тупӑнман. Ҫапах та Чӑваш Енри оператор шутлакан фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова япӑх мар хуравланисен йышне кӗнӗ. Кун пеккисен шутӗнче Раҫҫӗйӗн ҫурттӑвӑм министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Кисан, Архангельск, Пенза облаҫӗсене, Тинӗсҫум крайне, Мари Эла тата Чӑваш Ене асӑнса хӑварнӑ. 40 ыйтуран ытларах хуравлама пултарнисем валли федерацин ҫав министерство вӗренӳ йӗркелесшӗн. Унта пуҫлӑхсем хӑйсен ӗҫӗнче кирлӗ япаласене ӑша чикеҫҫех пуль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакансене Кӳкеҫе куҫарӗҫ. Кунта сӑмахӗ унти кивӗ те ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем пирки пырать. Кӳкеҫре пурӑнакансене хӑй вӑхӑтӗнче Ишлее куҫарма пӑхни, лешсем хирӗҫленине кура кайран вӗсене унтах хӑварма йышӑнни ҫинчен эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарас тенӗччӗ. Кивӗ ҫуртра пурӑнакансене районти тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен пурӗ 180 ҫынна ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма ӗмӗтленеҫҫӗ. 180 ҫынтан 132-шӗ Кӳкеҫе куҫма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Район центрӗнче хваттер парас тени Ишлейре вӗсем валли икӗ пӳлӗмлӗ ҫӗнӗ хваттерсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри тата Шоссе урамӗсенче пурӑнакан 48 ҫын валли хатӗр хваттер туянма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Раҫҫей Турци тӗлӗшпе санкци йышӑннӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене унти ҫӗре тата ҫурт-йӗре сутма сӗнни пирки РБК информаци агентстви хыпарлать. РБК шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, асӑннӑ партин регионсенчи сахалтан та ултӑ депутатӑн Турцире куҫман пурлӑх пур. Кун пирки «халӑх тарҫисем» пӗлтӗрхи декларацире кӑтартнӑ. Пушкӑрстан Курултайӗн депутачӗ Сергей Лобастов Турцири ҫӗре тата ҫурта кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сутса яни пирки пӗлтернӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионсенчи ытти пайташӗсем Турцири пурлӑхпа сывпуллашма васкамаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ РБК. Сахалин облаҫӗн думин ертӳҫи Владимир Ефремов 2014-мӗш ҫулхи декларацире Турцире хваттер пуррине кӑтартнӑ. Вӑл унӑн мӑшӑрӗн ячӗпе шутланса тӑрать-мӗн. «Вӑл пурлӑх унӑн арӑмӗн, вӑл (Ефремов. — Автор асӑрхаттарӑвӗ) унпа хуҫаланмасть», — ҫапларах хуравланӑ унӑн пулӑшуҫи РБК журналистне. Чӑваш Енри депутатсем пирки шарламан. Вӗсен Турцинче пурлӑх ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан Ольга Семенова ӗнер калама ҫук савӑннӑ. Чӗрӗк ӗмӗр поселокри Дача урамӗнче тарӑхса та тӑвӑнса пурӑннӑ. Яланах мар пулӗ те. Анчах юлашки ҫулсенче вӑл тӗпленнӗ кивӗ те ишӗлекен ҫурт пӗртте савӑнӑҫ кӳмен. Ӗнер тинех вӑл тата поселокри пурӗ 39 ҫемье хӑтлӑ ҫуртри хӑтлӑ хваттерсен уҫҫине тивӗҫнӗ. Уҫҫа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тыттарнӑ. Ҫурта ҫичӗ уйӑхра (палӑртнинчен хӑвӑртрах) «Вурнарская» МСО туса пӗтернӗ. Килес ҫул районта тата тепӗр нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартса лартмалла. Вӑл та кивӗ ҫуртри ҫынсене куҫармаллискер пулӗ. Унта та 39 ҫемье хӑтлӑх тупӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре куҫнишӗн савӑннӑ ҫынсем строительсене те, тӳре-шарана та чунтан тав тунӑ. Район ертӳҫи вара вӗсене кивӗ ҫуртсенчен хӑвӑртрах куҫма чӗнсе каланӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарти чи кивӗ ҫурта тинех юсама тытӑннӑ. Ӑна капюсав программипе килӗшӳллӗн юсанӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт юсав хыҫҫӑн самаях ҫӗнелнӗ. Унччен ҫынсене хӑрӑк пӑрӑхсем, кивӗ электропралук канӑҫсӑрлантарнӑ. Халӗ вара ку йӑлтах — хыҫра. Подъездсенче электроэнергие перекетлес тӗллевпе ятарлӑ лапмӑсем лартнӑ. Электрощитовой те ҫӗнӗ. Ҫавӑнпа халӗ электросеть хваттерсенче йӗркеллех ӗҫлӗ. Ҫуртра 15 ҫемье пурӑнать. Пурте халӗ кӑмӑллӑ. Ҫурт тӑррине ҫеҫ улӑштармалли юлнӑ. Унран шыв анать. Ҫынсем ӑна кӑҫал юсасса кӗтеҫҫӗ. Тӳре-шара шантарать-ха та… Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Кириллов каланӑ тӑрӑх, капюсава 15 ҫуртра ирттернӗ. Пӗтӗмпе 2 миллион та 200 пин тӑкакланӑ. Аукцион ирттернипе 827 пин тенкӗ перекетлеме май килнӗ. Анчах халӗ капюсавшӑн пурте укҫа хывмаҫҫӗ. Республикипе илес тӗк, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Етӗрне районӗсенче халӑхӑн 30 проценчӗ ҫеҫ тӳлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӳкеҫрисем Кӳкеҫех юлӗҫ. Ҫакӑн ятпа маларах эпир хыпар пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта сӑмах асӑннӑ район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарасси пирки пыратчӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнипе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ҫак ыйтупа маларах ҫыру та ҫырнӑччӗ. Кайран ку ыйтупа район прокуратури те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ. Халӗ, ав, республикӑн Ҫурт-йӗр, строительство тата архитектура министерствинчен Кӳкеҫе хурав килнӗ. Унта ҫынсене Ишлее ирӗксӗр куҫармассине, район администрацийӗнче Кӳкеҫрех вырӑн тупса пама пулнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫурта влаҫ юсама йышӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем хирӗҫ пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт йывӑр лару-тӑрура. Ҫынсем ӑна ишсе антармашкӑн ыйтнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт фундаменчӗ те ҫӗрет, вӑл кӗҫех йӑтӑнса анать. Пысӑк урапасем иртсе кайнӑ чухне сӗтел-пукан та чӗтренет-мӗн. Ку сӑмах — 57-мӗш ҫурт пирки. Стенасем те ҫурӑлаҫҫӗ. Хӗлле пӳлӗмсенче сивӗ. 27 ҫул каялла унта юсав тунӑ-мӗн. Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ ҫуртсене 2017 ҫул вӗҫлениччен ишсе антарма палӑртнӑ. Анчах 57-мӗш ҫурта влаҫ темшӗн юсама палӑртнӑ. Ку ҫуртра пурӑнакансем вара килӗшмен кунпа — вӗсен ҫӗнӗ хваттере куҫас килет. Ҫурта 1958 ҫултах хута янӑ. Халӗ ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансене ҫӗнӗ хваттерсене куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре шута илмен пурлӑха палӑртма ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ. Ушкӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Михаил Резников ертсе пырӗ. Шута илмен пурлӑха сумлӑ комиссипе палӑртасси пирки хушӑва Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра ушкӑн ӗҫ-хӗлне йӗркелесе тӑрассишӗн яваплӑ ведомство тесе Чӑваш Республикин Пурлӑх комитетне палӑртса хунӑ. Аса илтеретпӗр, вӑл ведомство маларах министерство пулнӑччӗ, ҫӗнӗрен правительство йӗркеленӗ чух ӑна министерствӑран комитета хӑварчӗҫ. Шута илмен куҫман пурлӑха палӑртакан ӗҫ ушкӑнне министерствӑсемпе ведомствӑсенче тар тӑкакан тӳре-шара кӑна мар, мунципалитетсенче (хуласемпе районсенче) тимлекенсем те кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |