Ҫул-йӗр
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршывӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи хулисенче пассажирсене туттаракан авиарейссене вӑхӑтлӑха чарса хунӑ. Ҫав йышӑну Шупашкартан Краснодара каякан самолёта та пырса тивнӗ. Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, чару паян ирхи 3 сехет те 45 минутран пуҫласа пуш уйӑшӗн 2-мӗшӗнчи 3 сехет те 45 ммнутчен пырӗ. Ҫапла вара Ростоври (Платов), Краснодарти (Пашковский), Анапӑри (Витязево), Геленджикри, Элистари, Ставропольти, Белгородри, Брянскри, Орелти, Курски, Воронежри, Симферопольти аэропортсем вӑхӑтлӑха ӗҫлемеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсен ҫул ҫӳрес йӗрке ҫирӗпленет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Пирӗн республикӑра автомобиле виҫмелли пунктсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Талӑкӗпе ӗҫлекен стационар пунктсене Шупашкара Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар районӗсенчен пырса кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ пункт пулӗ. Хулана кӗме ирӗк илес тесен «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» муниципалитетӑн предприятийӗпе ҫыхӑнмалла. Машина виҫине тӗрӗслекен пунктсем те ку ыйтупа пулӑшӗҫ. Хак 16 пин тенкӗрен пуҫласа 182 000 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Мускава кайса килме ҫывӑх кунсенче тата меллӗрех пулӗ. Асӑннӑ авиамаршрутпа пассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани расписание кӑнтӑрлахи хушма рейссем кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче марта, ҫавӑн пекех пуш уйӑхӗнче тунтикунсерен (асӑннӑ уйӑхӑн 7, 14, 21 тата тата 28-мӗшӗсенче ) самолётсен хушма рейспа 15 сехет те 15 минутра ҫула тухӗҫ. Пассажирсене самолёт Мускаври Внуково аэропорта илсе ҫитерӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкара транзит авиарейссем те пур. Суперджетпа Чӑваш Ен ҫыннисем ҫӗршывӑн темиҫе хулине ҫитме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта сӑмах «RedWings» пирки пыратчӗ. Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарать. Малтанласа «RedWings» Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫме, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалма палӑртса хунӑччӗ. Халӗ вара Шупашкара самолётсем вӗҫтерекен ҫӗнӗ авиакомпани расписание ылмаштарассине пӗлтернӗ. 100 пассажир лармалӑх суперджет нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Питӗре кӗҫнерникунпа шӑматкунсерен вӗҫме тытӑнӗ. Ҫула вӑл 20 сехет те 40 минутра тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Кӗрӗк» фабрика патӗнче тума пуҫланӑ каҫӑ пирки ҫӗршывӗпе пӗлеҫҫӗ. Тӗрӗсрех, ҫав каҫҫа халӗ те туса пӗтерейменнине пӗлеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн федераци организацийӗ каҫӑ пирки соцсетьсенчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ. Ҫынсене автоҫул урлӑ ҫӳлтен каҫса ҫӳремеллине 2014 ҫултах туса пӗтерме палӑртнӑ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Хула ертӳҫисемпе республикӑна ертсе пыракансем те улшӑннӑ, анчах лав вырӑнтан хускалман. Халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем каҫӑ ыйтӑвӗпе республика ертӳҫи Олег Николаев патне 2021 ҫулх юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ-мӗн-ха. Тен, халӗ, ҫав калаҫӑва федераци шайӗнче хусчкатнӑ хыҫҫӑн, ыйту татӑлӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланӑ. Вӑл – «RedWings». Шупашкара вӑл ҫӗнӗ самолётпа килсе ҫитнӗ. Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарӗ. Кунтан самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалӗ. «RedWings» авиакомпани Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен – вӗҫӗ. Маларах палӑртни патне таврӑнса ҫакна каласа хӑвармалла: RedWings хӑйӗн авиапаркне ҫак кунсенче ҫеҫ ҫӗнетнӗ. Суперджетра сӑрӑ шӑрши те уҫӑлса пӗтеймен-ха. RA-89184 регистраци номерӗллӗ суперджетра – 100 пассажир лармалӑх вырӑн. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче туяннӑ самолёт кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Мускаври «Жуковский» аэропортран «Пулково» никӗс аэропортне вӗҫсе кайнӑ. Асӑннӑ борт Питӗртен виҫӗ ҫӗнӗ хулана: Шупашкара, Саратова тата Кирова – вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ «ИрАэро» авиакомпани Шупашкартан пассажирсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине турттарма тытӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ авиакомпани самолёчӗсемпе пирӗн республикӑран Краснодар, Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой тата Дон ҫинчи Ростов хулисене ҫитме пулать. Ҫула «Sukhoi Superjet 100» суперджетсем тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Уренгойран самолёт эрнекун вӗҫсе килет. Вӑл унтан 12 сехетре хускалать, кунта 16 сехет те 50 минутра ҫитет. Краснодара пирӗн республикӑн тӗп хулинчен эрнекунсерен 17 сехет те 50 минутра тухса каять, 19 сехет те 50 минута ҫитерет. Краснодартан Шупашкара шӑматкунсерен килме пулать. Унтан суперджет 7 сехет те 25 минутра ҫула тухса Шупашкара 9 сехет те 35 минутра ҫитерет. Ҫав кунах самолёт Дон ҫинчи Ростов хулине 11 сехетре вӗҫсе каять, унта 13 сехете ҫитет те каялла килме 14 сехетре тухать. Дон ҫинчи Ростоври пассажирсем Шупашкара 16 сехете ҫитеҫҫӗ. 17 сехетре самолёт кунтан Минеральные Воды хулине вӗҫсе каять, унта 2 сехетрен ҫитерет. Минеральные Воды хулинчен Шупашкара самолётпа вырсарникунсерен килме пулать. Унтан самолёт 7 сехет те 40 минутра хускалса 9 сехет те 40 минута ҫитерет. Ҫав кунах самолётпа Ҫӗнӗ Уренгоя тухса кайма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче харӑсах темиҫе машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. «Безопасный город» (чӑв. Хӑрушсӑр хула) аппаратпа программа комплексӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Е377ТВ 21» номерлӗ «Гранта» ҫула май пыракан «Патриот» хӑваласа ҫитнӗ те унран иртес тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, унтан «Тойотӑпа» ҫапӑннӑ. «Тойота» «Соляриспа» тата «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Инкекре никам та аманман. Инкекшӗн айӑплин хуҫи машинӑна страхламан пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр машина Чӑваш патшалӑх филармонине хирӗҫ вырнаҫнӑ ҫуртӑн путвалӗн ҫине пырса кӗнӗ. Те васканӑ ӗнтӗ, те айккинелле пӑхма хӑтланса пӑрӑнса кайнӑ, те тормоз йӗркеллӗ ӗҫлемен... Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн аялти хучӗн кирпӗч стени ҫине «Toyota Land Cruiser» маркӑллӑ автомобиль паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пырса ҫапӑннӑ. Машинӑн патшалӑх номерӗ — О522ОО 21. ОСАГОн уҫӑ даннӑйӗсене ӗненсен, автомобиле 86 ҫулхи кинемей ячӗпе ҫыртарнӑ. Полисра ҫавӑн пекех 60 ҫулти арҫын ячӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт самлётпа ҫул ҫӳреме юратакансене ырӑ хыпарпа савӑнтарнӑ. 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар аэропорчӗн расписанийӗнче Санкт-Петербурга каймалли рейссен шучӗ хушӑнӗ. «Red Wings» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен икшер рейс уҫӗ. «Sukhoi Superjet 100» маркӑллӑ самолётсем Шупашкартан 9 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗҫ, Питӗре 11 сехет те 50 минутра ҫитӗҫ, Питӗртен 6 сехет те 30 минутра вӗҫсе тухӗҫ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 8 сехет те 40 минута ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 10 минут иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |