Ҫул-йӗр
Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн Aurus Senat маркӑн пуҫламӑш партири малтанхи машинисем уйрӑм клиентсем валли 22 млн тенкӗпе танлашӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫейри люкс бренчӗ хӑйӗн «Контактри» официаллӑ страницинче пӗлтернӗ. «Aurus Senat моделӗн пуҫламӑш хакӗ 18 млн тенкӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах бренд, рынокра йышӑннӑ практикӑпа килӗшӳллӗн, 22 млн тенкӗ тӑракан ҫӳллӗ шайра хатӗрлесе ҫитернӗ пӗрремӗш сериллӗ партие кӑларать. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Aurus малтанхи клиентсене Senat-а шӑпах ҫавӑн пек версире туянма сӗнет те», — палӑртнӑ пӗлтерӳре. Aurus-ра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне сутлӑхра седанӑн йӳнӗрех версийӗсем те пулӗҫ, ҫав шутра 18 млн тенкӗпе те. Автомобилӗн чӑн хакӗ клиентшӑн заказ йышӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх Aurus Senat-ӑн серипе кӑларакан машинӗсене уйрӑм заказчиксем патне 2021 ҫулхи ҫуркунне вӗҫленнӗ тӗле ҫитерме палӑртнӑ. Пӗрремӗш партири автомобильсем ултӑ тӗслӗ кузов суйласа илме пултараҫҫӗ: шурӑ перламутрлӑ, кофе тӗслӗ, хурҫӑ кӑвак, графит тӗслӗ тата хура тӗсли. Aurus Senat-ра гибридлӑ двигатель пулӗ: вӑл 4,4 литрлӑ вӗрттерсе бензинпа ӗҫлекен V8 двигатель ҫинче никӗсленнӗ, унпа пӗрле компактлӑ электричество агрегачӗ вӑй хурӗ, урапасене вӗсем 9 картлӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан передачӑсен коробки урлӑ ҫӑвӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри ҫул-йӗр организацийӗсенчен пӗрне, «Дортех» тулли мар яваплӑ обществӑна, административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Вӑл ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче ҫула йӗркеллӗ тасатман. Ҫавна тӗрӗслеме патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем тухнӑ. «Сӑр» автоҫулӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче тин ҫеҫ ҫунӑ юра вӑхӑтра тасатман. Ҫавна пула ҫул ҫинче инкексем пулма пултарнӑ. «Дортех» предприяти директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви асӑннӑ предприяти ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк пирки ҫула тивӗҫлипе тытса тӑма ӗлкӗрейменнине пӗлтӗрех палӑртнӑ. Лару-тӑрӑва улӑштарма хальлӗхе май ҫук-мӗн, мӗншӗн тесен контракта 2022 ҫул вӗҫӗччен алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул ҫывӑхланӗ. «Атӑл» ҫул ҫинчен Нишер ялне ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Унта асфальт хурсан водительсене Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул кӗскелӗ. Халӗ автомобильсен урапа ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Йӗпе-сапара, паллах, иртсе ҫӳреймӗн. Ҫӗнӗ ҫул тӑвас пирки Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явма пухӑнсан (хальхи вӑхӑтра ун пек пухусем тӗрлӗ муниципалитетра иртеҫҫӗ) сӑмах хускатнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне Куславккари Октябрьски ҫула юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ. Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ. Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ. Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
АГН Мускав сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывран самолетсем Азербайджана тата Армение вӗҫме пуҫлӗҫ. Раҫҫей Правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Азербайджанри Баку хулине эрнере икӗ рейс пулӗ, Арменрири Еревана — эрнере тӑватӑ рейс. Авиарейссене уҫма кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен ҫӗршыври оперштаб ларӑвӗнче ирӗк пама йышӑннӑ. Ӗнертенпе самолетсем Греципе Сингапура вӗҫеҫҫӗ, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчен — Индие, Финляндие, Вьетнама тата Катара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ. Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан кӑҫал ҫӗнӗ авиарейссем уҫасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗччӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ИрАэро» авиакомпани йӗркелекен ҫӗнӗ рейссем валли вӑхӑт малтанласа палӑртнӑ ӗнтӗ. Патшалӑх субсидилекен программӑна Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисем кӗнӗ. Самолетсем пуш уйӑхн 3-мӗшӗнче вӗҫме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ Уренгойран Шупашкара юнкунсерен 11 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Минеральные Воды хулана 12 сехет те 20 минтура кунтан вӗҫсе кайса унта 17 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Краснодара 18 сехет те 20 минутра вӗҫсе каймалла. Кӗҫнерникунсерен Краснодартан 8 сехет те 40 минутра Шупашкара вӗҫсе каймалла, Ҫӗнӗ Уренгоя пирӗн патран кӗҫнерникунсерен 9 сехет те 40 имнутра хускалмалла. Пассадирсене 103 пассажир вырӑнӗлӗх «Сухой Суперджет 100» самолет турттарӗ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Пассажирсене Чӑваш Ен тӗп хулинчен Мускава тата Мускавран Шупашкара турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Темиҫе кун каялла Шупашкарти аэропортра расписани ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланассине хыпарланӑччӗ. Халӗ, чӑн та, паллӑ. Шупашкартан Мускава хушма авиарейссене ҫакӑн пек йӗркеленӗ: — нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехет те 35 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 25 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ӗпхӳ хулинчен Шупашкара кӳрсе килме палӑртнӑ троллейбуссем кӑшӑлвируса пула ҫула тухайман. Ҫакӑн пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑна 68 троллейбусран 10 троллейбус килсе ҫитнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ӗҫ эрнинче тепӗр 5 троллейбус илсе килнӗ. Вӗсем халӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗнче упранаҫҫӗ. Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳри троллейбус управленийӗнче ӗҫлекенсем кӑшӑлвируспа йышлӑн чирлеҫҫӗ. Ҫавна пула савут тулли хӑватпа ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа предприятипе хушма килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссене кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ. Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |