|
Ҫул-йӗр
![]() "На связи" форумри сӑн Ҫул ҫинче кӑҫалхи пек шӑтӑк-путӑк нихӑҫан та пулман. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче. "Кӑҫал республикӑра 600 пин тӑваткал метр ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсамалла. Кун пекки унччен пулман", - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич каналта. Кӑҫал ҫулсем мӗншӗн вӑйлӑ арканнӑ-ха? Республика влаҫӗ ҫакна ҫанталӑк условийӗсемпе тата М-12 федераци ҫулне тунипе ҫыхӑнтарать. Хальччен 1,5 пин тӑваткал метр ҫул ҫинче шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ку ӗҫе ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() ridus.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен 71/72 номерлӗ пуйӑса икӗ хутлипе ылмаштарӗҫ. Паянхи куна фирма пуйӑсӗ икӗ хутли ҫӳрет-ха. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳрекен полигона анлӑлатасшӑн. Сӑмахран вӗсем «Ӗпхӳ – Имерет курорчӗ» тата «Екатеринбург – Мускав» маршрутсемпе хутлӗҫ. Тверьти вакунсем тӑвакан завод холдинга 550 ҫӗнӗ вакунпа тивӗҫтерӗ, ҫав шутран 100-шӗ икӗ хутлисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре, Чулхула облаҫӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫула тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Халӗ ӗҫсен улттӑмӗш тапхӑрне пурнӑҫлаҫҫӗ. «Автодор» ГК правленийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫул-йӗр тата строительство объекчӗсене тума хушма ресурсем уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 федераци трассин пур участокне те 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫул хӑрушӑ пулса кайнӑшӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Асфальт мӗнле лару-тӑрура пулнине сӑн ӳкерсе вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ҫак ҫулпа М-12 автотрассӑна тумашкӑн стройматериалсем турттараҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аркансах пӗтнӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, унта халӗ шкул автобусӗ те ҫӳремест: шӑпӑрлансем Кожевенное тата Сиява ялӗсенче ҫитеймеҫҫӗ. Ачасене те ача пахчине илсе ҫӳреймеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫул питӗ хӑрушӑ лару-тӑрура. Сӑнӳкерчӗксем тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҪҪХПИпе пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмаран Тикаша каякан ҫул йӑлтӑртатса кӑна выртать. Ҫынсем унта конькипе те ярӑнма тухнӑ. Ҫакна ӳкернӗ видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ку ҫула «Инвест-Строй» пӑхса тӑрать. Чӑвашупрдор директорӗ комментари панӑ: ГОСТпа килӗшӳллӗн, транспорт сахал ҫӳрекен ҫул ҫинче юр пулма пултарать. Анчах видеона пӑхсан унта юр мар, пӑр пулни курӑнать. Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта автобус инкеке лекнӗ. Хулара 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Toyota Land Cruiser» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкек Машина тӑвакансен проездӗнче, машинӑсене ҫумалли вырӑнтан инҫех мар тӗлте, пулса иртнӗ. Автобус Ленинла Комсомол урамӗ еннелле кайма тухнӑ. Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче вӑхӑтлӑха пӑкӑ йӗркеленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ? Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче Шетмӗ юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсама пуҫланӑ. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет. Юсав ӗҫӗсем икӗ тапхӑрпа иртӗҫ. Пӗрремӗшӗ 2023 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче пулӗ. Иккӗмӗш пайне 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫлӗҫ. Иртнӗ эрнере подрядчик бетон блоксем вырнаҫтарнӑ, кӗпере сӳтме пуҫланӑ, вӑхӑтлӑх ҫул-йӗр паллисене лартнӑ. Халӗ кӗпер ҫинче машинӑсене пӗр енпе кӑна яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти тӑватӑ общество транспорчӗ урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ку - вӑхӑтлӑха кӑна Ярославль урамӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсама пуҫланӑ. Ҫавна май ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-ччен унти ҫула пӳлӗҫ. 7-мӗш, 7-мӗш Э, 35-мӗш тата 45-мӗш маршутсем ҫав ҫул тӗлӗнче тавран кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ. Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ. Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ. Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
