Ҫул-йӗр
Аэропортӑн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енрен Ҫурҫӗре самолётпа вӗҫме май килӗ. Ку ырӑ хыпара Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Нижневартовска авиарейс уҫӑлӗ. Унта самолёт юнкунсерен вӗҫӗ. Шупашкара вӑл пассажирсене 11 сехет те 20 минутра илсе ҫитерӗ, ҫурҫӗрти хулана каялла 12 сехет те 30 минутра тухса кайӗ. Пассажирсене 50 вырӑнлӑ «Bombardier CRJ200» суперджет турттарӗ. Шупашкарти аэропортӑн ҫуллахи расписанине ҫавӑн пекех Сургутпа Сочи хулисене те кӗртнӗ. Вӗсем те, Нижневартовск пекех, «Транспорт тытӑмне аталантарасси» программӑна лекнӗ, апла пулсан билет хакӗ 50-60 процентне республика бюджечӗн шучӗпе йӳнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски округӗнче "Шупашкар - Сӑрҫи" автоҫулӑн 41-44-мӗш ҫухрӑмӗсене кӑҫал йӗркене кӗртме пуҫлӗҫ. Ку ӗҫе наци проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗ. Подрядчикӗн ҫул сийне йӑлтах илсе ҫӗннине тумалла, ҫӗнӗ асфальт сармалла, шыв юхмалли 5 пӑрӑха юсамалла. Ҫавӑн пекех ҫав участокра тӑршшӗпех ҫул хӗррине щебень сармалла. Ҫуран ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе тротуар тӑвӗҫ, общество транспортне чарӑнма 5 павильон вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫсене подрядчикӗн 2025 ҫулхи ҫулла варриччен вӗҫлемелле. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак ҫул ҫинчи икӗ участока ҫӗнетнӗ. Пӗтӗмпе - 9 ҫухрӑма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
smartik.ru сайтри сӑн Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче. Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, ҫул-йӗр инспекторӗсем 12 ӳсӗр водителе чарнӑ. Вӗсенчен пӗри - Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче. Хайхискер юрҫӳренпе пынӑ. Тӗттӗмре фарӑсене те ҫутман. Ӑна чарсан водитель ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн водитель прави те, транспорта регистрациленине ӗнентерекен документ та пулман. Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Юрҫӳрене вара хураллакан ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи хаксене пӑхса тухма хушнӑ. Владимир Владимирович тарифсем пирки сӗнӳсем кӗтет. Куншӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата «Автодор» пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко яваплӑ. Аса илтерер: Президент тӳрӗ лини ирттернӗ чухне Тутарстан ҫынни М-12 ҫулпа ҫӳреме хаклӑ пулни пирки каланӑ. Мускавран Хусана ҫитме 5 пин тенкӗ тӳлемелле, Канаша - 4069, Ҫӗмӗрлене - 3697 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер. Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ. Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ. «Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
photoby.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ. «Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |