Ҫул-йӗр
foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ? Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче Шетмӗ юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсама пуҫланӑ. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет. Юсав ӗҫӗсем икӗ тапхӑрпа иртӗҫ. Пӗрремӗшӗ 2023 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче пулӗ. Иккӗмӗш пайне 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫлӗҫ. Иртнӗ эрнере подрядчик бетон блоксем вырнаҫтарнӑ, кӗпере сӳтме пуҫланӑ, вӑхӑтлӑх ҫул-йӗр паллисене лартнӑ. Халӗ кӗпер ҫинче машинӑсене пӗр енпе кӑна яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти тӑватӑ общество транспорчӗ урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ку - вӑхӑтлӑха кӑна Ярославль урамӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсама пуҫланӑ. Ҫавна май ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-ччен унти ҫула пӳлӗҫ. 7-мӗш, 7-мӗш Э, 35-мӗш тата 45-мӗш маршутсем ҫав ҫул тӗлӗнче тавран кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ. Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ. Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ. Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ҫул-йӗр
Чӑн пулни Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсем. Кивӗ Чукал ялӗнчи пилӗк арҫын Самар тӑрӑхне кӑҫатӑ йӑвалама тухса кайнӑ та, уйӑх ытла унта ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн киле таврӑнаҫҫӗ. Ульяновскри автовокзал ҫумӗнчи кафере самаях пырӗсене хӗртнӗ хыҫҫӑн билет туянма касса патне пыраҫҫӗ. — Вӑлатюк, пӑх-ха, пӑх: «Ульяновск — Кивӗ Чукал» маршрут уҫӑлнӑ! — тӗлӗнсе те савӑнса кӑшкӑрса ярать ҫулпа аслӑраххи. Унӑн юлташӗсем те хӑйсен ялне тӳрремӗнех автобуспа ҫитме май пурришӗн хытӑ хӗпӗртеҫҫӗ. Билет туянаҫҫӗ те, тепӗр ҫур сехет ытла вӑхӑт пуррипе усӑ курса каллех кафене кӗреҫҫӗ. ...Автобусра ҫывӑрсах каяҫҫӗ хайхисем. Тутлӑ тӗлӗксем курнӑ пуль, киле ҫитсен мунча кӗрсе тасалма, юратнӑ арӑмсене ыталама ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ. — Ҫитрӗмӗр! Кивӗ Чукал! — хыттӑн кӑшкӑрса пӗлтерет водитель. Пассажирсем тутарла калаҫа-калаҫа урама тухнине курсан, Кивӗ Чукал арҫыннисем те алӑк патне утаҫҫӗ. Анчах ӑҫта вӗсем? Пачах урӑх яла ҫитнӗ вӗт! Автобус остановки ҫине «Старые Чукалы» тесе ҫырса хунӑ пулин те, урӑлсах ҫитеймен арҫынсем хӑйсен ялӗ маррине ӑнкарса илеҫҫӗ-илеҫҫех. |
Ҫул-йӗр
avtoguru.net сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе пӗрле районти автоҫулсене тӗрӗслеме тухнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ «Аниш», район пӗлтерӗшлӗ «Вӑрмар-Арапуҫ-Кӗтеснер» тата «Вӑрмар-Тикеш-Большие Кайбицы» ҫулсене тивӗҫлипе тытса тӑманнине асӑрханӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ сапман. Ҫул-йӗр пӑрлакланса ларсан автомашинӑсем ним мар инкеке лекме пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗре тытса тӑракан «ДорТех» тата «Инвест-строй» подряд организацийӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫсене суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра пассажирсене саккуна пӑсса турттаракансене тупса палӑртассипе ӗҫлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче черетлӗ рейд ирттернӗ. Унта ведомствӑн специалисчӗсемпе пӗрлех патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ. Пассажирсене йӗркене пӑсса турттарнине Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче 2 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫула тухнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем водительсемпе «бла-бла-кар» урлӑ калаҫса татӑлнӑ-мӗн. Ятарлӑ ирӗк илмесӗр ӗҫлекен водительсем тӗлӗшпе адмирнистративлӑ протоколсем ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫултан республикӑри хуласем хушшинче хутлакан пуйӑссем кунсерен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах «Канаш – Ҫӗмӗрле – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс пирки пырать. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 6191, 6192, 6193, 6194 номерлӗ пуйӑссем ҫула кунсерен тухӗҫ. Пуйӑспа ҫул ҫӳреме юратакансене ку ырӑ хыпар савӑнтаратех пулӗ. Маршрутпа ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 8 (800) 550-53-93 телефон номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Шӑнкӑравсене вӑл номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"За рулем" порталти сӑн Ӗнер, раштавӑн 22-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ патӗнче рейс автобусӗ кювета чӑмнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Кӗчкей ҫывӑхӗнчи ҫул питӗ пӑрлак. Тӳре-шара вара унта тӑвар сапнине ӗнентерет. Анчах ҫынсем ӳкернӗ видеора тӑвар сапнин палли те ҫук, йӑлтах каток пек пӑр. Республика прокурорӗ хушнипе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫула мӗнле пӑхса тӑнине, тӳре-шара тӑвар пирки тӗрӗс каланипе каламаннине тишкерӗҫ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ. Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать. Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |