Ҫул-йӗр
Кӑал Шупашкар районӗнчи ҫула 11 лаптӑк ҫинче, пурӗ 33 километр тӑршшӗ юсӗҫ. Ӗҫ валли 254 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юсама палӑртнӑ ҫулсем ҫаксем: «Кӳкеҫ — Иккасси— Платка»; «Атӑл Шорчекасси – Тутаркасси»; «Шупашкар – Сурски — «Кӑшавӑш — Студентсен хули»; «Лапсар — Мокшин»; «Куснар-Тренккасси»; «Атӑл — Апаш»; «Мӑштавӑш – Шӑнкас – Туҫикасси»; «Турикасси — Мӑн Мамӑш — Чаканар»; «Турикасси – Мӑн Мамӑш – Чаканар» – Тимой-Мамӑш; «Пархикасси —Синьял-Покровски»; «Шупашкар — Сурски — Йӑршу». Аукциона мӗнпур 11 объектпа ирттернӗ. Юсав ӗҫне «Стройком» предприяти пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Самолётсем кӑҫал та Шупашкартан Симферополе вӗҫӗҫ. Крыма кӑҫал пӗлтӗрхинчен иртерех — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнченех — ҫӳреме тытӑнӗҫ. Тепӗр тесен, кӑшӑлвируса пула Шупашкарти аэропорт пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ. Симферополе кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Nordwindairlines» авиакомпани самолёчӗсем юнкунсерен тата вырсарникунсерен юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗ таран хутлӗҫ. Шупашкартан самолёт 12 сехет те 10 минутра хускалӗ, Крымӑн тӗп хулине 15 сехет те 5 минутра ҫитӗ. Симферопольтен самолёт 8 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 11 сехет те 20 минута Чӑваш Ене ҫитӗ. «Smartavia» (Нордавиа) компани эрнекунсерен вӗҫӗ. Унӑн вӗҫев программи — ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шупашкартан самолет 9 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ, палӑртнӑ вырӑна 12 сехете ҫитӗ, Симферопольтен 6 сехетре хускалӗ 8 сехет те 30 минута Шупашкарта анса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри районсене ҫулпа ҫыхӑнтарасшӑн. Ҫакӑн пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Владимир Осипов министр хӑйӗн докладӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, регионти ҫулсене урапа ҫулӗпе ҫыхӑнтарнине пӗтерсе асфальт сарасшӑн. 2021 ҫулта Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан муниципалитетсем хушшинчи ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ проекта хатӗрлесе пӗтермелле. Приоритетлӑ тепӗр объект — Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкар хулинчи пӗр автомобилист ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула машинӑна ватса пӑрахнишӗн яваплисенчен укҫа шыраса илме шухӑш тытнӑ. Ҫине тӑни сая кайман. Ҫул ҫинчи инкек хулари Ленин районӗнче пулса иртнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул япӑххине палӑртса акт ҫырнӑ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫул шӑтӑк-путӑк пиркиех инкек пулса иртнӗ. Автомобилист ҫул ҫинчи путӑка курман, вӑл пур тесе шухӑшлама та пултарайман. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хулана хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем водитель машинӑна хӑвӑрт хӑваланӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ та май килмен. Суд водителе майлӑ пулса 75,3 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Водитель машинӑна юсаттарма шӑпах ҫавӑн чухлӗ укҫа тӳленӗ иккен. Маларах асӑннӑ управленин кунсӑр пуҫне тата автомобилист экспертиза ирттерсе тӑкакланнӑ 5 пин тенке, машинӑна туртса кайнишӗн тӳленӗ 3 пин тенке, ҫавӑн пекех 2459 тенкӗ патшалӑх пошлинине саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан Мускава авиапассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани ҫӗршывӑн тӗп хулине кунсерен виҫӗ рейс тума тытӑннӑ. Кӑнтӑрлахи ҫӗнӗ рейса суйланисене самолёт Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитерӗ. Ҫапла вара «Победа» авиакомпани Шупашкара Мускаври икӗ аэропортран килӗ: Внуковӑран тата Шереметьевӑран. Ӗнер, ҫу уйӑхн 11-мӗшӗнче, Шереметьевӑран пӗрремӗш рейса тунӑ та. Унтан пирӗн пата 176 пассажир вӗҫсе килнӗ, Мускава 181 ҫын вӗҫсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра. Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре ҫынсене хула ҫумӗнчи дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 107-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шемшер (Шупашкар районӗ)» тата 117-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Тутаркасси (Шупашкар районӗ)» маршрутсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршутсемпе 1-ер пӗчӗк автобус ҫӳрет, кунне вӑл иккӗ хутлать. 108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем (Сӗнтӗрвӑрри районӗ)» маршрут ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршрутпа 1 автобус ҫӳрет, кунне 4 рейс тӑвать. 193-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шоркка (Шупашкар районӗ)» маршрута ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл маршрутпа 15 рейс пӑхса хӑварнӑ. 249-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Явӑш (Хула масарӗ)», 2706-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – «Чӑваш Ен» санатори («Заволжъе» коллективлӑ пахчана ҫити) маршрутсем те пахчаҫӑсем валли уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хускатаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен «Чӑваш Республики» ушкӑнӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнчи ҫул-йӗр пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем уйрӑмах йышлӑ. Ҫынсем «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫул тӑрӑмӗ начаррине ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтараҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫула ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Ӑна юсаса ҫӗнетӗҫ. Шӑтӑк-путӑка сапланипе ҫырлахмӗҫ, пысӑк лаптӑкӑн юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ. Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар. «Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
https://www.instagram.com/p/CM4xjJfLjzQ/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччи, Максим Егоров, финиша ҫывхарать. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав хулана кайма тухнӑ каччӑ Приморье крайне ҫитнӗ. Апла пулсан Владивостока ҫитме тепӗр 550 километр юлать. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ инҫе ҫула пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Владивостока чупса ҫитме, унтан Токиори Олимпиадӑна ӗлкӗрме ӗмӗтленнӗччӗ. Эпир шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑшӑлвирус самани ӑна хытах кансӗрленӗ. Владивостока каччӑ икӗ эрнере ҫитме пултарӗ. Анчах ӑна чӗркуҫҫи ыраткалани кӑштах кансӗрлет. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Байкал тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килсе кайнӑ, кунта на пӗлӗшӗсем туя чӗннӗ. Максим ҫулта-йӗрте хайне пулӑшакансене тата хӑй ӗҫленӗ организацие тав тӑвать. Вӑл унтах шутланать, анчах административлӑ отпускра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |