Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Депутатсем ҫӑва патне ҫитмелли ҫула пӑхса ҫаврӑннӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 09.06.2022 04:49 | 341 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем: Игорь Моляков, Николай Степанов тата Виктор Горбунов — Явӑш ҫӑви патне ҫитмелли ҫула пӑхса ҫаврӑннӑ. Тӗрӗслеве ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тухнӑ.

Вӗсем халӑхра «Киров урамӗ» текен ҫула хакланӑ. Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен ҫула ятарлса никам та сарман. Хуларан унпа масар ҫине ҫитме тата М-7 ҫул ҫине тухма ҫывӑхрах пулнӑран водительсем ҫавӑнтан ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑта илсен, Чапаев ячӗллӗ завод хыҫӗнчи ҫула «Дорэкс» предприяти кӑштах йӗркене кӗртнӗ. Шӑтӑк-путӑка пӗтерес тӗллевпе вӑл асфальт ваккине сапма пуҫланӑ. Подряд организацийӗн представителӗ депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк хитреленсенех (ӗнер ҫумӑр ҫуса тӑчӗ) ӗҫе малалла тӑсма шантарнӑ.

#ҫул-йӗр, #тӗрӗслевсем, #депутатсем, #Явӑш, #юсавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта газ пӑрӑхӗ хыпса илнӗ
2021, 08, 02
Явӑш патӗнчи ҫула юсаса ҫӗнетеҫҫӗ
2021, 10, 12
3 кун хушшинче республикӑра 34 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
2022, 03, 28
Ветеран пурӑнакан ҫуртри лифта прокуратура хистенипе юсанӑ
2022, 05, 12
Явӑшран Кӳкеҫе ҫитичченхи ҫула юсӗҫ
2022, 06, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org