Ҫул-йӗр
![]() Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Мускава кайса килме ҫывӑх кунсенче тата меллӗрех пулӗ. Асӑннӑ авиамаршрутпа пассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани расписание кӑнтӑрлахи хушма рейссем кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче марта, ҫавӑн пекех пуш уйӑхӗнче тунтикунсерен (асӑннӑ уйӑхӑн 7, 14, 21 тата тата 28-мӗшӗсенче ) самолётсен хушма рейспа 15 сехет те 15 минутра ҫула тухӗҫ. Пассажирсене самолёт Мускаври Внуково аэропорта илсе ҫитерӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкара транзит авиарейссем те пур. Суперджетпа Чӑваш Ен ҫыннисем ҫӗршывӑн темиҫе хулине ҫитме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |