Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Шупашкартан суперджетсем вӗҫеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.01.2022 19:46 | 1081 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«ИрАэро» авиакомпани Шупашкартан пассажирсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине турттарма тытӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ авиакомпани самолёчӗсемпе пирӗн республикӑран Краснодар, Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой тата Дон ҫинчи Ростов хулисене ҫитме пулать.

Ҫула «Sukhoi Superjet 100» суперджетсем тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Уренгойран самолёт эрнекун вӗҫсе килет. Вӑл унтан 12 сехетре хускалать, кунта 16 сехет те 50 минутра ҫитет. Краснодара пирӗн республикӑн тӗп хулинчен эрнекунсерен 17 сехет те 50 минутра тухса каять, 19 сехет те 50 минута ҫитерет.

Краснодартан Шупашкара шӑматкунсерен килме пулать. Унтан суперджет 7 сехет те 25 минутра ҫула тухса Шупашкара 9 сехет те 35 минутра ҫитерет. Ҫав кунах самолёт Дон ҫинчи Ростов хулине 11 сехетре вӗҫсе каять, унта 13 сехете ҫитет те каялла килме 14 сехетре тухать. Дон ҫинчи Ростоври пассажирсем Шупашкара 16 сехете ҫитеҫҫӗ. 17 сехетре самолёт кунтан Минеральные Воды хулине вӗҫсе каять, унта 2 сехетрен ҫитерет.

Минеральные Воды хулинчен Шупашкара самолётпа вырсарникунсерен килме пулать. Унтан самолёт 7 сехет те 40 минутра хускалса 9 сехет те 40 минута ҫитерет. Ҫав кунах самолётпа Ҫӗнӗ Уренгоя тухса кайма пулать. Кунтан 10 сехет те 40 минутра хускалса унта 16 сехет те 30 минутра ҫитерет.

Расписание асӑннӑ хуласенчи вӑхӑтпа кӑтартнӑ.

#самолетсем, #ҫул-йӗр, #авиакомпанисем, #аэропорт, #Шупашкар, #Краснодар, #Минеральные Воды, #Ҫӗнӗ Уренгой, #Дон ҫинчи Ростов

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CY36gqbKZfA/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем