Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула кӑҫал юсаса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна ҫӗнетес ӗҫе 2020 ҫултах пуҫӑннӑ. Ҫуркунне ҫитсен ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне малалла тӑсӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫула ҫӗнӗ технологие пӑхӑнса сараҫҫӗ. Кивӗ асфальта ҫул айккине хытарма усӑ курӗҫ. Тротуарсемпе автобус чарӑнӑвӗсене те тума пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне вӗҫлемелле. Сӑмах май каласан, «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула 1970 ҫулта тунӑ. Унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен, ҫулӑн хӑш-пӗр лаптӑкне ҫеҫ икӗ хутчен юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |