Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап туянасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: республика ертӳҫисем карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑррине хутлӗҫ. Карапсене кӑҫал туянмалла. Виҫӗ «Валдай» илме бюджетран 330 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сӑмах май каласан, карапсене республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн. Ӑна халӑхпа суйлӗҫ. Сасӑлава тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнра йӗркеленӗ. Карап ятне парассине сумлӑ ҫак ҫынсенчен суйлӗҫ: Андриян Николаев космонавт, Граждан вӑрҫин участникӗ Василий Чапаев, велоспорт енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Валерий Ярды, карап ӑсти Алексей Крылов тата Геннадий Айги поэт. Сасӑлав нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |