Ҫул-йӗр
![]() twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ. Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле. Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ. Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |