Чӑваш Енре туянма палӑртса хунӑ карапсене паллӑ ҫынсен ятне парассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен пӗрин валли ят суйланӑ та. Вӑл Алексей Крылов карап ӑстин ячӗпе хисепленӗ. Ята халӑхпа, сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Сасӑлав хутшӑннисенчен 33 проценчӗ Алексей Крылов ятне килӗштернӗ.
Паян тата тепӗр «Валдай» ятне суйламалли сасӑлав иртесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ.
Аса илтерер: шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карапсем «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсемпе ҫӳрӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑррине хутлӗҫ. Карапсене кӑҫал туянмалла. Виҫӗ «Валдай» илме федераци хыснинчен 330 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.