Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехет те 55 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, 23-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ «Фольксваген Гольф» водителӗ «КамАЗран» иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шкодӑпа» ҫапӑннӑ. «Фольксваген» кювета чӑмнӑ, «Шкода» КамАЗпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш водитель вилнӗ, тепри аманнӑ. «Фольксваген» водителӗ Элӗк районӗнчи 29 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян 11 сехет те 30 минутра Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче чӳречерен 16 ҫулти каччӑ ӳкнӗ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ. Ку инкек Совхоз урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ. Вырӑна оперативлӑ службӑсем, следовательсем ҫитнӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче ӳсӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсенчен пытанма ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайонта 23 ҫулти водитель «ВАЗ-2112» автомбильпе пӗр вырӑнта ларакан «Hyundai Elantra» машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ такампа вӑрҫӑнса тата ҫапӑҫса илме ӗлкӗрнӗ. Унтан вӑл машинӑна хускатса кайма пуҫтарӑннӑ, анчах бордюр ҫине пырса кӗнӗ, кайран хайхискер «Welltown» ҫурт-йӗр комплексӗ енне пӑрӑннӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем каччӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ. Хӑй урӑ марри сисӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ. Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ. Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, катер баржӑпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вилнӗ тӑватӑ ҫынран пӗри - прокуратурӑра тӑрӑшнӑ 34 ҫулти Андрей Сорокин. Кун пирки федераци МИХӗ пӗлтернӗ. Аса илтерер: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пристань ҫывӑхӗнче катер баржӑн сӑмсипе пырса ҫапӑннӑ. Катер 38-ти Степан Сорокинӑн пулнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Карап ҫинче 38 ҫулти Андрей Шилов тата Алексей Яковлев пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Атӑлҫи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ Атӑл ҫинче катер инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнипе вӗҫленнӗ. Инкек тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Катер баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 23 сехет те 50 минутра, Шашкар поселокӗ тӗлӗнче пулнӑ. «Voyager 67» катер гипс турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Катерти 4 арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Катер баржа умӗнчен иртсе каяс тенӗ-мӗн, анчах ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 50 ҫулти арҫыннӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ирттерме тивӗ. Суд ҫапла йышӑннӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан ҫак арҫын савнине кӗвӗҫнӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ та ку ӑна мӑйӗнчен, сулахай аллинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене, юн нумай юхтарнине пула тепӗртакран вилнӗ. Нумаях пулмасть кӗвӗҫ арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судья приговор вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() iriney.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Экологи НПО» территоринче каллех пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем киличчен предприяти ӗҫченӗ шар курнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ. Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине те пулнӑ. Икӗ кунран ав каллех ҫулӑм алхаснӑ. Унта ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна 4 минутран ҫитнӗ. 7 техника ӗҫленӗ. 120 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӳп-ҫап ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнӑ чухне аманнӑ ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: «Экологи НПО» лампӑсене, градусниксен, батарейкӑсене, ытти ӑпар-тапӑра утиле ярас тӗлӗшпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |